Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем кăçал 17262 гектар йышăннăччĕ. Ĕнерхи куна 16652 гектар (96 процент) вырнă. Йĕтемме тырă 45795 тонна кĕнĕ. Вăтам тухăç пĕр гектартан 27,7 центнерпа танлашнă.

Кĕрхи культурăсене районĕпе 3162 гектар акнă, унтан тулă - 3082, ыраш 80 гектар йышăнаççĕ.

Çĕр улми 189 гектар кăларнă, унăн тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 221 центнерпа танлашать. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче ку ĕç малалла пырать. Шел пулин те, "иккĕмĕш çăкăрăн" хакĕ кăçал питĕ йỹнĕ. Хальхи вăхăтра ăна халăхран виçĕ тенкĕпе çеç пухаççĕ.

Хĕл хырăмĕ аслине шута илсе районта выльăхсене валли апат хатĕрлес ĕç малалла пырать. Утă - 7643, сенаж 17663 тонна янтăланă. "Звезда" ял хуçалăх производство кооперативĕнче 1250 тонна силос хывнă.

Авангард



13 сентября 2019
09:34
2019 год
Поделиться