Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тирпейлĕхшĕн пĕрле тăрăшмалла

Коммуналлă хытă каяшсене пухасси майĕпен йĕркене кĕрсе пырать. Ялсенче халь ятарлă 512 лаптăка хатĕрлесе пĕтернĕ. Вĕсен тĕпĕсене бетон ярса хытарнă. Çавăн пекех контейнерсен пĕрремĕш партине - 311 штук - илсе килнĕ. Паян-ыран ыттисем те çитмелле.

"Полигон" пĕрлешĕвĕн техники те ялсене палăртнă кунсенче çитме тăрăшать, çавна май михĕсем унчченхи пек купаланса выртмаççĕ. Апла пулин те халăх тỹлевпе татăлса пымасть. Акă, август уйăхĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен 30 проценчĕн çеç парăм çук, ыттисем вара темшĕн васкамаççĕ. Çак ыйтăва татса парас тесе ялта иртекен пухусенче те ăнлантару ĕçĕсем йĕркелеççĕ. Хаçатра та пĕрре мар çырнă. Çавăн пекех район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен сайчĕсенче ятарлă баннерсем пур.

"МВК "Экоцентр" операторăн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен представителĕ Р. Фролов пĕлтернĕ тăрăх, малашне çỹп-çапшăн тỹлеменнисене пуçран ачашламаççĕ. Парăмçăсене суда пама, пурлăх таранччен арестлеме те пултараççĕ. Асăрхаттарусем килме пуçланă та ĕнтĕ.

Хытă каяшсене пухакан контейнерсене пур япалана та пăрахма юрамасть: усă курнă батарейкăсене, кирпĕч, хăма... Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕхе пусса тирпейленĕ хыççăн юлакан каяшсене, çĕр улми аврисене, помидор, хăяр калчисене, купăста тунисене... Ял çыннисем вара çакна темшĕн ăнланасшăн мар. Ним пулман пекех пыра-пыра хураççĕ.

Çỹп-çапа пухма пуçлани, халь ăпăр-тапăр ăçта килнĕ унта йăваланса выртманни (унччен пăрахнисене шута илмесен) савăнтарать. Тирпей-илем хамăршăн çеç мар, пулас ăрушăн та лайăх.

О. Павлова

Авангард



13 сентября 2019
09:55
2019 год
Поделиться