Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Танкистсем уявра савăннă

Сентябрĕн 8-мĕшĕнче салтак тивĕçне танк çарĕнче пурнăçланă районти ветерансем уяв митингне пуçтарăннă. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, Патăрьелĕнчи Державная Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркỹри Александр Синяков иерей, тĕрлĕ çар чаçĕнче службăра пулнисем саламланă.

- Районти танкистсен пĕрлĕхне çăмăл мар çар шкулне тухнă ветерансем пуçтарăннă. Вĕсем çарпа патриотла ĕçре пысăк хастарлăх кăтартаççĕ, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче иртекен спорт тата культура мероприятийĕсене хутшăнаççĕ, çитĕнекен çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕхлĕ. Паян та районти чылай çамрăк аслисен ырă çулĕпе танк çарĕнче службăра тăрать. Çак кунхине ветерансемпе пĕрлех хальхи вăхăтра çар тивĕçне пурнăçлакан çамрăксене те çирĕп сывлăх, вăй-хал, иксĕлми хастарлăх сунатăп,- тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов саламланă май.

Уяв митингĕнче общество пурнăçне хастар хутшăнакан танкистсене Хисеп грамотипе Тав çырăвне парса саламланă, танк-палăк умне гирлянда хунă.

(Хамăр корр).

Авангард



10 сентября 2019
10:06
Поделиться