Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Профсоюз лидерĕсем канашланă

Патăрьелĕнчи "Бизнес-инкубаторăн" залĕнче Чăваш Республикинчи Профсоюзсен кунне халалланă мероприяти иртнĕ. Унăн теми районти пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарасси тата çынсене ĕçпе тивĕçтересси. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, районти ĕç коллективĕсенчи профсоюз председателĕсем, уйрăм хастарсем, ĕçпе тивĕçтерекенсем хутшăннă.

Районти профсоюз организацийĕсен Координаци канашĕн председателĕ Нина Мазякова пурне те уяв ячĕпе саламланă, кĕскен обществăлла организацин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, малашлăх тĕллевсене палăртнă. Уяв ячĕпе пухăннисене АПК работникĕсен профсоз лидерĕ Илья Васильев та ăшă сăмах каланă, ăнăçу суннă.

Канашлура социаллă партнерсемпе мĕнле ĕçлесе пыни пирки районти библиотека ĕçченĕсен тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти профсоюз организацийĕсен председателĕсем Ирина Гавриловăпа Земфира Чабатова, Нăрваш Шăхаль ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Раськин тухса калаçнă, хăйсен опычĕпе паллаштарнă.

Юлашкинчен профсоюз пурнăçне хастар хутшăнакансене Хисеп грамотисем парса чысланă.

А. Николаева

Авангард



10 сентября 2019
10:22
Поделиться