Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăмăртуран - çĕнтерỹпе

Сентябрĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарти "Олимп" стадион шавласа та кĕрлесе çеç тăнă. Совет Союзĕн Геройне, СССР летчик-космонавтне А. Николаева асăнса "Советская Чувашия" хаçат çăмăл атлетикăпа йĕркеленĕ эстафетăна республикăри сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем тата "чирлекенсем" пухăннă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев "Советская Чувашия" хаçат ĕçченĕсене ырă йăлана малалла тăснăшăн тав тунă, çамрăксене Олимп вăййисене хутшăнакансемпе çĕнтерỹçĕсенчен тĕслĕх илме суннă.

Ăмăртура районти спортсменсем те хăйсен ăсталăхне туллин кăтартса пама пултарнă. "Авангард" хаçат ячĕпе йĕркеленĕ эстафетăра вăтам шкулсем хушшинче иккĕмĕш вырăна тухнă Первомайскинчи Митта Ваçлейĕ ячĕпе хисепленекен пĕлỹ çуртĕнче вĕренекен спортсменсем вăтам шкулсем хушшинче çĕнтернĕ . Сăмах май, вĕсем пĕлтĕр те, виçĕм çул та В. Матюшкин вĕрентекен ертсе пынипе пьедесталăн чи çỹллĕ картлаçĕ çине тăма тивĕçнĕччĕ. Ыттисен те кăтартăвĕсем начар мар: Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул - тăваттăмĕш, Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденинче ăс пухакансем- пиллĕкмĕш, ветерансем çиччĕмĕш вырăнсене тухнă. Районăн пĕрлештернĕ команди тĕп ушкăнра пĕрремĕш пулнă.

О. Павлова

Авангард



10 сентября 2019
10:04
Хроника
Поделиться