Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртесси малалла пырать. Ĕнерхи куна çак ĕçе 87 процент пурнăçланă. Йĕтемме 41779 тонна тырă кĕнĕ. Вăтам тухăç пĕр гектартан 28 центнерпа танлашать.

382 гектар вăрлăх суханран 3878 тонна продукци пухса кĕртнĕ. Тухăç та савăнтарать, пĕр гектартан вăтамран - 114 центнер. К

ĕрхи культурăсене акма çĕр 4736 гектар хатĕрленĕ.

Тырă 1669 гектар (30 процент) никĕсе хывнă.

2760 гектар çĕртме тунă.

"Красное Знамя" тата "Батыревский" хуçалăхсенче çĕр улми уйĕнче ĕç вĕрет. Ф. Чабатов фермер хуçалăхĕнче "иккĕмĕш çăкăра" пĕтĕмпех пухса кĕртнĕ. Тухăç вăтамран пĕр гектартан 221 центнер тухать.

Выльăхсене хĕл каçарма утă - 7643 тонна (93 процент), сенаж - 17663 (111) тонна янтăланă. Пĕр условнăй ĕне-выльăх пуçне 19,7 центнер апат единици хатĕрленĕ.

Авангард



06 сентября 2019
16:51
2019 год
Поделиться