Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пӗрисем тыр-пул пуçтараççӗ, теприсем кулӑшсемпе савӑнтараççӗ

Районти ялсенче вырма хӗрӳ пырать. Кашни хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫлать: пӗрисем хӗрсе тыр-пул пуҫтараҫҫӗ, теприсем юрлаççӗ, ташлаççӗ, кулӑшсемпе савӑнтараççӗ. Нӑрваш-Шӑхаль культура çумӗнче йӗркеленнӗ «Куккук» кружокне çÿрекенсем хальхинче хаваслӑ сценкӑсем лартса «Труд» колхозри 1-мӗш бригадӑри йӗтем ҫинче тар тӑкакан ҫынсен кӑмӑлне ҫӗклерӗç. Кулӑшла сценкӑсемпе чунтан култарчӗç.

Концерт хыҫҫӑн йӗтем çинче ӗçлекенсем кӑмӑллӑ юлни пирки пӗлтереҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсене вӗсем йӑл кулӑпа хавхалантарнӑ.

Фоторепортаж



06 сентября 2019
10:19
Хроника
Поделиться