Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 10794 гектар е мĕн пур лаптăкăн 62 процентне пуçтарса илнĕ. Тухăç пĕр гектартан вăтамран 29 центнерпа танлашать.

Çĕр улми кăçал районĕпе пин ытларах гектар лартнă. "Иккĕмĕш çăкăра" кăларма пĕрремĕш "Батыревский" пĕрлешỹ пуçăннă. Унăн лаптăкĕ кунта 277 гектарпа танлашать. Малтанхи кăтартусемпе тухăç пĕр гектартан вăтамран 220 центнер тухать. Ф. Чабатов тата Н. Шрша фермер хуçалăхĕсенче те тымар çимĕç анисенче ĕç вĕрет.

Кĕрхи культурăсене акма çĕр 4660 гектар (85 процент) хатĕрленĕ, 410 гектар акнă.

Утă - 7643 тонна, сенаж 17663 тонна янтăланă.

Авангард



30 августа 2019
11:38
2019 год
Поделиться