Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сыватмăш ĕçĕпе паллашнă

Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕн пулăшуçи Ирина Андреева тата çак министерствăн  регионсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн начальникĕ Олег Филиппов çак кунсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă май районти тĕп больницăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Мускав хăнисемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тĕл пулнă.

Тĕпрен илсен, вĕсем пациентсене сыватас тĕлĕшпе вăхăтра тата пахалăхлă тăрăшмалли пирки калаçнă, ĕçлĕ сĕнÿсем панă.

А. Иванов

Авангард



30 августа 2019
12:02
Поделиться