Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Марафон парни - шкул тумĕ

Августăн 27-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи "Бизнес-инкубатор" залĕнче "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх марафонĕнче районти йывăр пурнăç условийĕнче пурăнакан çемьесенчи ачасене çĕнĕ вĕренỹ çулне пысăк хавхаланупа пикенме шкул тумĕ парнеленĕ. Ашшĕ-амăшĕпе пепкисене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан центр директорĕ, Чăваш Республикинчи ачасен правине хỹтĕлекен Уполномоченнăйĕн районти обществăлла пулăшуçи Анисия Воробьева сывлăхпа ăнăçу, çитĕнỹ суннă. Ыр кăмăллăх марафонĕ вăхăтĕнче районта 318 пин тенкĕ укçа пуçтарăннă. Çав нухратран 25 вĕренекене 60 пин тенкĕлĕх шкул форми туянса панă. Пухмачри ытти кĕмĕл те сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесене пулăшма, сусăр ачасен сывлăхне çирĕплетме кайĕ.

Авангард



30 августа 2019
11:57
2019 год
Поделиться