Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕренекенсен пĕлĕвĕсем тарăнрах пулĕç

"Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Енре 2024 çулччен шкул ачисен "Точка роста" цифрăллă тата гуманитарлă аталанăвĕн 180 центрне тума палăртнă. Малашне çакă технологи, информатика, ОБЖ предмечĕсемпе тата ачасене хушма пĕлỹ памалли программăра вĕрентỹ программисем йĕркелеме май парать. Кăçал 40 центр уçмалла, унта пине яхăн ача явăçаять. Пĕрне йĕркелеме 1,6 млн тенкĕ уйăраççĕ.

Районта "Точка роста" цифрăллă тата гуманитарлă аталану центрне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Первомайскинчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ тата Хирти Пикшикри вăтам шкулсенче йĕркелемелле. Хальхи вăхăтра вĕсенче шăпах кабинетсене юсаççĕ. Пỹлĕмсене принтер, учитель ноутбукĕ, интерактивлă комплекс, 3Д принтер, квадрокоптер тата ытти хатĕрсене вырнаçтараççĕ.

Центр базинче технологи, информатика, ОБЖ предмечĕсемпе çеç мар, вĕренекенсем IT- технологипе, медиапултарулăхпа, шахматла выляма вĕренессипе пĕлĕвĕсене аталантараяççĕ. "Точка роста" центрта ĕçлекен педагогсем те дистанциллĕ майпа, сессисенче хăйсен пĕлĕвĕсене ỹстереççĕ.

(Хамăр корр.).

Авангард



27 августа 2019
14:00
Хроника
Поделиться