Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăсталăхĕ - стажне кура

Шкул алăкне ачасем каллĕ-маллĕ уçса-хупма пикениччен вĕрентекенсен ĕçĕ çителĕклех. Кабинетсене хатĕрлемелле, стендсене çĕнетмелле, методика литературине ал айне хумалла тата ытти те.

Ăс-тăна пуянлатса, тавра-курăма анлăлатса пырассине те мала хумалла. Информаципе коммуникаци технологи ĕмĕрĕнче пурăннăран пурнăç таппипе пĕр утăмпа утмалла. Чылай вĕрентекен çапла тума тăрăшать те ĕнтĕ.

Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнчи Р. Воробьева преподаватель те çавах. Унсăрăн палăртнă тĕллевсем патне çитейместĕнех. Тăрăшни вара сая каймасть. Раиса Ивановна иртнĕ вĕренỹ çулĕнче "Çулталăк преподавателĕ - 2019" конкурс çĕнтерỹçи пулчĕ. Чăн-чăн професси ăсталăхне кăтартрĕ вăл. Вĕренỹ занятийĕсене тĕрлĕ мелпе ирттернипе палăрчĕ. Ачасене уйрăмшарăн, ушкăнпа та ĕçлеме явăçтарчĕ.

Конкурсантсен ĕçри çитĕнĕвĕсене, умма лартнă тĕллевĕсене пурнăçа кĕртнине те шута илчĕç жюри членĕсем. Кунта çакна та палăртмалла: тупăшăва кĕрекенсен хатĕрленĕвĕ пурах. Ĕçре çĕнĕлĕхе кĕртме пултараççех вĕсем. Студентсен шухăшлавне анлăлатма пĕлеççĕ. Çамрăк ăрăва вĕренĕве анлăн явăçтараççĕ.

Раиса Ивановна пегагогикăра çĕнĕ çын мар: стаж 32 çулпа танлашать. Ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче автомеханиксене, çĕвĕçсене, поварсемпе кондитерсене, тракторист-машинистсене, ял хуçалăхне механизацилес ĕмĕтлисене пĕлỹ пачĕ.

Хăйĕн квалификацине ỹстерес тĕлĕшпе те ĕçлет преподаватель. Нумаях пулмасть республикăри вĕрентỹ институчĕ йĕркеленĕ "Филологи пĕлĕвне - патшалăхăн тĕп вĕренỹ стандарчĕпе килĕшỹллĕн" темăпа ирттернĕ курс занятийĕсенче те пĕлĕвне тарăнлатрĕ.

А. Астраханцева

Апвангард



27 августа 2019
14:04
Хроника
Поделиться