Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Александр Игнатьев ячĕпе – турнир

  Патарьел районенчи Сител ялĕнче пурăнакансем спорта малти вырăна хураççĕ. Тăтăшах сывлăха çирĕплетес тесе тĕрлĕ вăйă ирттерме тăрăшаççĕ. Акă, çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче республикăри Физкультурник кунĕнче Чечня вăрçинче пулнă Александр Игнатьев ячĕпе волейбол вылярĕç. Ăна çитĕнсе пыракан ăру хамăр хушăмăрти паттăрсене асра тыччĕр, вĕсенче патриотлăх туртăмĕ аталантăр тата çамрăксене сывă пурнăç йĕркине мала хума хăнăхтарас тесе йĕркеленĕ.     

 Çулран çул вăй илсе пыракан турнир кăçалхипе виççĕмĕш хут иртрĕ. Унта Сителти тата кÿршĕ ялти командăсем куçса çÿрекен кубока çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç.     

 Ăмăртăва хутшăннисене, курма килнисене, Александр Игнатьевăн ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, çавăн пекех волейбола юратакансене Аслă Арапуç ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Юрий Степанов, районти «Авангард» хаçат редакторĕ Александр Козлов, ООО «Сидели» ял-хуçалăх пĕрлешĕвĕн ертÿçи Александр Иванов саламласа турнир шайне çулран çул ÿстерсе, аталантарса пыма сунчĕç.     

  Вăйăсем хĕрÿ тупăшура иртрĕç. Спортсменсем чăннипех маттур выляма пултарнине турнирăн кашни самантĕнчех çирĕплетсе пачĕç. Çапла вара иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Сител ялĕн «Сиделипе 1» «Сидели 2» командисем пайларĕç. Нăрваш-Шăхалĕнчен килнĕ волейболçăсем вара пĕрремĕш тухса кубоклă пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсне хисеп хучĕсемпе, сумлă парнесемпе чысларĕç. Юлашкинчен пурнете техĕмлĕ те тутлă шÿрпепе сăйларĕç.

Фоторепортаж