Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Районта кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 17172 гектар йышăнаççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пур хуçалăх та вырмана тухнă, анчах çанталăк çумăрлă тăнине пула яваплă тапхăр пĕлтĕрхинчен чылай каярах пырать. 2018 çулта çак вăхăтра тыр-пула 7669 гектартан пухса кĕртнĕ пулсан кăçал 1363 гектартан çеç. Çут çанталăка хирĕç каяймастăн. Апла пулин те ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен комбайнĕсем ăшă чухне каçхи сывлăм ỹкичченех хирте ĕçлеççĕ, тĕш-тырра кĕске вăхăтра пухса кĕртессишĕн тăрăшаççĕ.

Пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçĕ те начар мар, пĕр гектартан вăтамран 30 центнерпа танлашать.

Нумай çул ỹсекен курăксен уйĕсенче те техника ĕçлет. Курăка иккĕмĕш хут çулаççĕ. Сенаж- 17663 тонна, силос - 1250 тонна, утă 7538 тонна янтăланă. Пĕр условнăй выльăх пуçне 18,5 центнера яхăн апат единици хатĕрленĕ.

Кĕрхи культурăсене акма 4620 гектар çĕр хатĕрленĕ.

Сухан вăрлăхне 27 гектартан пухса кĕртнĕ. Тухăç пĕр гектартан вăтамран - 113 центнер.

Авангард



16 августа 2019
13:51
2019 год
Поделиться