Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Укçан хавхалантарнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2019 çулхи августăн 8-мĕшĕнче кăларнă 320-рг номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн  Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти учительницăна Рамия Семигулловна Сабитовăна 20 пин тенкĕ парса хавхалантарма йышăннă. Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Президенчĕ 2005 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче алă пуснă «Чăваш Республикинчи вĕрентӱ системине инноваципе ăс-тăн пултарулăхĕнчен аталантарас тĕлĕшпе хушма йышăнусем» хушăва тĕпе хурса педагогсене çулленех чыслаççĕ. Кăçал çак хисепе республикăри 30 вĕрентекен тивĕçнĕ.

Авангард



13 августа 2019
10:53
Хроника
Поделиться