Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вăхăтра пухса кĕртессишĕн хĕвеллĕ кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. "Хире пĕр пучах та хăвармалла мар", - çакăн пек тĕллев кашни ял хуçалăх ĕçченĕн.

Августăн 12-мĕшĕ тĕлне районĕпе тыр-пула 882 гектар вырнă, 810 гектар çапса тĕшĕленĕ. Йĕтемме 2408 тонна тырă кĕнĕ. Тухăç вăтамран пĕр гектартан 29,7 центнерпа танлашать. Уйрăмах урпан пысăк. "Красное Знамя" хуçалăхра вăл пĕр гектартан - 38 центнер, "Батыревский" пĕрлешỹре- 35, "Исток" агрофирмăра 33 центнер тухать.

Кĕрхи культурăсене акма çĕр 4238 гектар хатĕрленĕ, планпа килĕшỹллĕн кăçал 5495 гектар йышăнмалла.

Выльăхсене хĕл каçарма сенаж -17163 тонна (107 процент), утă 7108 тонна (86 процент) янтăланă.

Районта сухан вăрлăхне кăларса пĕтернĕ, халь ăна пухассипе тимлеççĕ.

Авангард



13 августа 2019
11:50
2019 год
Поделиться