Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Строительсене чысланă

Строительсен уявне пуçтарăннисем умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов хальхи вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çурт-йĕрпе çул тăвасси еплерех пынипе, малашлăх плансемпе кĕскен паллаштарнă. Çавăн пекех И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн акт залĕнче иртнĕ чыслав мероприятине район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, унăн канашçи Иван Дикин та хутшăннă.

_ Сирĕн ĕç пархатарлă та сумлă. Халăхăн пурнăç шайĕ тÿрремĕнех строитель профессийĕпе çыхăннă. Патăрьел çĕрĕ çинче малашне те çĕнĕ проектсене ĕçе кĕртме çитĕнÿсем сунатăп , _ тенĕ Рудольф Васильевич уяв ячĕпе саламланă май.

Ят-сум, хисеп çĕнсе илнисене Хисеп хучĕсемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысланă. Акă, вырăнти хăй тытăмлăха аталантарассине пысăк тÿпе хывнăшăн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн Хисеп хутне, строительствăра чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Инна Рубцова предприниматель патĕнче вăй хуракан Владимир Селиванов механик, тулли мар яваплă «Стройкомфорт» пĕрлешĕвĕн тĕп инженерĕпе бухгалтерĕ Дамир Алимовпа Наиля Гайналлова район администрацийĕн Хисеп грамотипе Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Çавăн пекех тăрăшуллисене район администрацийĕн строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн Хисеп хучĕсене те панă.

Уява пухăннисене централизациленĕ клуб системин ĕçченĕсем хаваслă юрăсемпе савăнтарнă.

А. Ильин

Авангард



13 августа 2019
10:51
Хроника
Поделиться