Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Физкультурник кунне паллă турĕç

Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, çамрăксене физкультурăпа спорта явăçтарас тĕллевпе августăн 10-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта Физкультурник кунĕ ячĕпе спорт уявĕ иртрĕ.

Спортсменсемпе спорта кăмăллакансене, тренер-преподавательсене, физкультура учителĕсене, уява хутшăннă ытти çынсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Алексей Краснов, спорт ветеранĕ Петр Самакин, шашка тата шахмат вăййисен федерацийĕн районти президенчĕ Николай Федоров тата ыттисем саламларĕç, пурне те çирĕп сывлăх, спорт каçалăкĕнче çĕнĕ çитĕнỹ тума сунчĕç.

Уява хутшăннисемшĕн стадионта тĕрлĕ ăмăрту иртрĕ:100 тата 400 метра чупасси, шашка-шахматла вылясси, турник çинче туртăнасси, минифутбол, пляж волейболĕ, масс-рестлинг тата ытти те. Тупăшусене аслисем те, кĕçĕннисем те хастар хутшăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсем пурте дипломпа парнене тивĕçрĕç.

(Хамăр корр.)

Авангард



13 августа 2019
11:53
Хроника
Поделиться