Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уйра çитĕнет тырри-пулли, пулĕç кĕлетсем тулли

Июлĕн 23-мĕшĕнче районта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем - Юрий Попов, Николай Курчаткин, Сергей Павлов - тата ытти официаллă çынсем пулчĕç. Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа "Исток" агрофирмăри тата "Батыревский" пĕрлешỹри уй-хир ĕçĕсемпе паллашрĕç.

Районĕпе сахăр кăшманĕ 400 гектар йышăнать, унтан 300 гектарне "Исток" агрофирмăра çитĕнтереççĕ. Хуçалăхра вăл рентабельлĕ культурăсенчен пĕри шутланать. Вăхăтра минераллă удобренисемпе апатлантарнăран тымар çимĕç лайăх çитĕнет, çум курăкран гербицид сапнăран йăрансем таса. Ытти культурăсем те аван ỹснĕ, пăхса савăнмалăх пур.

Кăçал кĕрхи культурăсем йĕркеллĕ хĕл каçайманран чылай хуçалăхра пĕтрĕç. "Батыревский" пĕрлешỹре пысăк пайĕ -130 гектар - упранса юлнă. Халь вĕсем пиçсе çитнĕпе пĕрех. Пучахĕсем вăрăм та тулли. Урпа пирки те çакнах каламалла. Паха вăрлăхсемпе усă курнин, тăпра пулăхлăхне лайăхлатса пынин витĕмĕ куç умĕнче. Тăрăшса ĕçленине кура кĕлетсем те тулли пуласса шанса тăраççĕ пĕрлешỹре вăй хуракансем. Çавăн пекех вĕсем вырмана тухма хатĕрленсе çитнине те пĕлтерчĕç.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата ыттисем те Патăрьелсене вырмана ăнăçлă, кĕске вăхăтра тата çухатусăр ирттерме сунчĕç.

О. ПАВЛОВА



26 июля 2019
13:09
2019 год
Поделиться