Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ

 Турханта Анатолий Кольцов тухтăрăн пуçарăвĕпе «Сывлăх патне 10000 утăм» акци иртнĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери чĕре кунне тата чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли наци çулталăкне халалланă. Мероприятие шкулта вĕренекен волонтер тухтăрсем, аслă ăрурисем, вĕсен йышĕнче - педагогика ĕçĕн ветеранĕ Лидия Гусева, хутшăннă. Сăмах май, вăл кăçалхи нарăс уйăхĕнче 91 çул тултарнă пулин те хавхаланăва,пурнăç интересне çухатман. Сывлăхне упрать, куллен темиçе çухрăм утать. «Хускану сахал туни, вăй-хал ĕçне сахал пурнăçлани, ларса ĕçлени чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене пуçарать. Çавăнпа ниме пăхмасăрах физкультура валли вăхăт тупмалла», - шухăшне уçса панă шураппа. Акцие пухăннисем «Турхан -Хурама Тăвар» çулпа утнă. Чи хастаррисем парнене тивĕçнĕ.

Хыпар



26 июля 2019
17:47
Хроника
Поделиться