Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Виççĕмĕш пепкене алла илекенсем ытларах

РАЙОН администрацийĕн ЗАГС пайĕн кăтартăвĕсенчен кăçалхи çур çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 149 çемьене "аист" вĕçсе килни паллă. Чун тĕпренчĕкне алла илекенсем хушшинче виççĕмĕш ача çуратакансем ытларах. Ултă уйăхра 45 мăшăра çак сăлтавпа саламланă. Çемьене иккĕмĕш ача хутшăннă 44 тĕслĕх, 41-шĕнче вара çамрăксем пуçласа аттепе анне пулнă. 11 ашшĕпе амăшне тăваттăмĕш пепкине, 5-шне - пиллĕкмĕшне çуратнă ятпа сывлăх та телей суннă. Улттăмĕш тата çиччĕмĕш хут анне-атте пулнисем умĕнче те пуç таймалла, ачасене сывă та тĕреклĕ çи- тĕнтерме ырă çеç сунмалла.

Авангард



23 июля 2019
12:51
2019 год
Поделиться