Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пайланă савăнăç пысăкрах

Атте-анне пурри ачашăн чи пысăк тĕрев, анчах пур пепке те çывăх çыннисен ăшшине туйса ỹсеймест. Юрать-ха, патшалăх пăрахмасть, хăйĕн хỹттине илсе çурт-йĕрлĕ пулма пулăшать. Пурнăçра вара çакă чи кирли тесен те йăнăш мар.

Паяна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан 28 тăлăх кĕтес илессишĕн черетре тăраççĕ. Кăçал çул çитнĕ виçĕ çамрăка валли федераци тата республика бюджечĕсенчен çурт туянма виçĕ миллион тенке яхăн уйăрнă. Июлĕн 16-мĕшĕнче вара хальлĕхе иккĕн хваттерлĕ пулчĕç. Шăнăçайми савăнăçĕсене пăхса ỹстерекенĕсемпе, тăванĕсемпе, юлташĕсемпе пайларĕç.

Фрол Пайминпа Кристина Аврелькинăна хваттер уççисене район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Равиль Ямалетдинов пачĕ. Равиль Фарахутдинович вĕсене çăра уççисене тыттарнă май пурнăçра ăнăçу, телей сунчĕ. Каччăпа хĕр те патшалăх хăйсене пăрахманшăн, пулăшса пынăшăн тав сăмахĕ каларĕç. Унтан пурне те кĕрсе курма чĕнчĕç. Хăтлă хваттерте пурăнма, çемье çавăрса ача-пăча ỹстерме чăнах та пур услови те çителĕклĕ.

О. ПАВЛОВА

Авангард



19 июля 2019
10:22
Хроника
Поделиться