Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тикешре - авалхи хулашра

Пĕррехинче ман пата (эпĕ ун чухне Чăвашрадиора корреспондентра ĕçлеттĕм) Тикеш çынни пырса кĕчĕ.

Авалхи чи пуян объект

Аллинче - футляр, ун ăшĕнче... ĕмĕрсен хушши çĕр айĕнче выртса симĕсленнĕ кĕмĕл сулăпа эрешленĕ алка, хаклă йышши чулсемпе илемлетнĕскерсем.

- Кусене ăçтан тупрăн? - кăсăклантăм эпĕ.

- Тупрăм, - тет, урăх ним те каламасть. Радиопа хăй мĕн тупнине каласа парасшăн. Эпĕ ку çынна ĕненсе пĕтермерĕм те çырса илмерĕм.

Тем вăхăт иртсен Патăрьел питомникне передача хатĕрлеме кайрăм. В. И. Барышников директорпа калаçатăп. Сăмах çине сăмах, хăй Тикешре çурални пирки каласа кăтартрĕ; амăшĕ ăна пĕррехинче çĕр улми шăтăкĕ чавма анкартине кăларнă та вăл унта çур метр ытларах чавсан хĕрарăм шăмми-шаккине тупнă. Пỹрнисем çинче çĕррисем, аллинче сулă тата мăйĕнче эрешсемпе хăлха çаккисем пулнă. Шкул ачи çаксене шкула илсе кайса кăтартнă, физкультура учителĕ вара унран илнĕ те паман, темиçе çул иртсен вăл ăна Чăвашрадиона илсе пынă...

Тата тем вăхăтран эпĕ çак историе ученăй-археологсене каласа панăччĕ. Вĕсем Тикеш хулашĕ çывăхĕнчи ялсен авалхи масарĕ ăçта вырнаçнине шыранă иккен шăпах. Вара паянхи Тикеш айĕнче авалхи масар пулнине палăртрĕç.

Çакна та калас пулать: Тикеш хулашĕ Чăваш Республикинче чи паллă та пысăк пĕлтерĕшлĕ авалхи культура объекчĕсенчен пĕри шутланать. Вăл паянхи Тикеш ялĕн хĕвел анăç енчи тỹремре вырнаçнă. Археологин çак комплексĕ çурçĕр енчен шурлăхланнă авалхи кỹлĕ патне тухать, кăнтăр енчен - Именкасси ялĕ тĕлне.

Тикеш хулашне юхан шывпа шурлăх хỹтĕленĕ енчен пĕр рет çĕр хỹме хỹтĕлесе тăнă; тепĕр енчен - тăшман тапăнса кĕресрен - тăватă рет çỹллĕ çĕр хỹмепе виçĕ рет канав чавнă. Вĕсене тăшман тапăнса кĕресрен çар чеелĕхĕпе усă курса лабиринт евĕр тунă. Хулаш лаптăкĕшĕ - 2 гектар (урлăш-тăршшĕ 170-200 м) пулнă. Хулаш çумĕнче тăватă ял пулни те паллă.

Халиччен тĕпчекенсем мĕн тупнă?

ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче Тикеш хулашĕ пирки чăваш поэчĕ тата куçаруçи А. В. Турхан çырса хăварнă. 1900 çулта В. Н. Поливанов Чĕмпĕр кĕпĕрнин археологи картти çине "Тикеш хулашĕ" тесе палăртнă. 1927 çулта Ленинградран П.П. Ефименко ертсе пыракан Вăтам Атăл археологи экспедицийĕ килсе çитнĕ, тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ. 1956 çулта, Чăваш археологи экспедицийĕ йĕркеленсен, ку вырăна çине-çинех тĕпчеме пуçланă (1956, 1958, 1959 çç.). Г.А. Федоров-Давыдов (каярах паллă ученăй, истори наукисен докторĕ, Мускав университечĕн профессорĕ) ертсе пынипе хирте археологи экспедицийĕ ĕçленĕ - виçĕ çулта пурĕ 6 пин тăваткал метр чавса тĕпченĕ. Çакăнтан пуçланнă та унăн наукăри аслă çулĕ. Каярахпа вăл тунă ĕçсене тĕпчесе çирĕплетме В.Ф. Каховский (1985 ç.), тата Б.В. Каховский (2006 ç.) килсе çитнĕ.

Тĕпчевçĕсем тупнă артефактсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтереççĕ: хулашăн хĕвел анăç пайĕнче бронза ĕмĕрĕсенчи çынсем пурăннă вырăн пур (пирĕн эрăчченхи II ĕмĕрти пураш культури). Вĕсем Уралпа Днепр хутлăхĕнчи çеçен хирсенче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе пурăнакан скифсен тăхăмĕсем (индоиранецсем) пулни паллă. Шыраса тупнă артефактсем - çулçă евĕрлĕ кинжал, эрешлĕ тăм савăт тата ытти те. Пураш культурине тĕпчесе Тикешĕн хĕвел тухăç енче пурĕ 5 "улăп тăвне" тупса палăртнă. 1985 çулта В.Ф. Каховский чавса тĕпченĕ улăп тăпринче вакланă çын шăмми-шаккине тата ăна хирĕç вырттарнă йытă шăммисене тупнă. Ахăртнех, хăйне май чỹк йăли пулнă.

Пăлхарсен чỹк вырăнĕ

IX ĕмĕр вĕçĕнче - X ĕмĕр пуçламăшĕнче кунта пăлхар йăхĕсем килсе çитнĕ. Пăла хĕрринчи паянхи Тикеш патĕнчи тỹрем вырăна вĕсем хăйсен туррисене пуç çапма, парнесем пама суйласа илнĕ, тĕнчен тăватă енне палăртса сăваплă вырăн тунă, чартакпа çавăрнă, йĕри-тавра канав чавнă (сарлакăшĕ 5 м, тарăнăшĕ 1 м). Икĕ хут чартакпа икĕ юпа витĕр кĕмелле пулнă унта, умĕнче çỹп-çап шăтăкĕ пулнă. Археологсем унта тăм савăт-сапа ванчăкĕ хушшинче сурăх пуç шăммине тупнă. Хирĕçех - çурма çĕр шăтăкĕ, унта - лаша шăммисем. Пурĕ виçĕ шăтăк тупнă археологсем: пĕринче - ĕне, тепринче лаша пуç шăммисем, çавăн пекех тăмран йăваласа тунă упа, лаша, сурăх тата кайăк кĕлеткисем пулнă. XVIII ĕмĕрте К. Милькович çул çỹревçĕ чăвашсен киремечĕ çинчен çырса кăтартнă. Вăл шăпах Тикешри чавса тупнă çав сăваплă вырăна аса илтернĕ. Киремет картине те виçĕ чартак витĕр кĕмелле пулнă, ун варринче чỹк тумалли вырăн пулнă. Юнашар вара чỹк апатне (пуснă выльăх какайне) çимелли çурт тăнă. Г.А. Федоров-Давыдов шухăшĕпе - кунта чăвашсен Вырăх ертсе килнĕ ушкăнĕ вырнаçнă пулнă. Ибн-Фадлан çырнисем тăрăх, X ĕмĕрте "сувазсем", пăлхарсен Алмуш патшине пăхăнса ислам тĕнне йышăнасшăн пулмасăр, кунта тарса килнĕ.

Кнеç керменĕ

X ĕмĕр вĕçĕ - XI ĕмĕр пуçламăшĕнче сăваплă вырăн арканнă. Ахăртнех, пăлхар кнеçĕ ку вырăна хулаш туса çирĕплетме шут тытнă: кивĕ канавсене тарăнлатнă, тата тепĕр виçĕ хỹме (хĕртнĕ тăмпа, йывăç пурасемпе çирĕплетнĕ çỹллĕ çĕр хỹмесем) çĕкленĕ. Çапла вара сăваплă вырăнран çар тĕлĕшĕпе çирĕплетнĕ хулаш пулса тăнă. Археологсем хулаш варринче мĕн шыраса тупнă-ха? Кунта пăлхар кнеçĕн пысăк та пуян çурчĕ, çывăх çыннисем пурăнмалли çуртсем тăнă. Никĕсне вырăссенни евĕр çинçе кир- пĕчсенчен хывнă, çуртне - йывăç пураран. Кунтан Вăтам Ази тăрăхĕнчи кăкшăм, тăм кайăк кĕлетки, арбалет шеçтĕрни чавса кăларнă. Тутар-монголсем тапăничченхи тапхăртах Атăлçи пăлхарĕсен арбалет пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ -Европăра та ун чухне арбалетсем пулман-ха!

Кнеç хулашра çĕнĕрен сăваплă вырăн та туса лартнă: шăтăк чавса юман юпа ларттарнă, вырăнти халăх ăна пуç çапса пурăннă. Юман юпа айне йытă вĕлерсе чикнĕ. Юпа çумĕнчи шăтăка лашан пуç-ура шăммисене пăрахнă.

Пурăна-киле хулаш ал ĕç ăстисен центрĕ пулса тăнă: юман юпана пуç çапма пăрахнă, ун вырăнне пурăнмалли çуртсем (10 комплекс), мастерскойсем лартнă. Кунтах чулпа пăхăр шăратакан вучах çунса тăнă: пăхăр пралук, бронзăпа пăхăр тумламĕсем, вут чулĕ, тăха писмен, кире пуканĕсем, пуртă, çăра уççи, хачă, пăчкă, кĕреçе пайĕсем, тăм савăт-сапа катăкĕсем, çĕмренсем, тăшман лашисен ури айне ывăтмалли кача тата ыттине те тупнă. Тикеш хулашĕ Атăлçи Пăлхартан вырăс хулисем патне каякан çул çинче ларнă. Пурăна киле кунти пăлхар кнеçĕ те ислам тĕнне йышăннă (кăна сысна шăммисем çукки çирĕплетет), феодалсемпе хутшăнма кирлĕ пулнă ахăр. Вара юман юпана пуç çапма та пăрахнă.

XII-XIII ĕмĕрсенче пăлхарсем хулаша пăрахса кайнă тесе шутлаççĕ археологсем. Анчах та иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Тикеш ялĕ хушшинче авалхи вил тăприсене тупнă, унта XIV-XV ĕмĕрсенчи эрешсем тăхăнтартнă хĕрарăм шăм-шакки те пулнă. Паянхи Тикеш ялне вара Вăрмар районне кĕрекен Тикаш ял çыннисем куçса килсе пуçарса янă. Вĕсем кунта авал хула пулнине пĕлеççĕ, хисеплесе, аса илсе пурăнаççĕ. Тикеш комплексĕ - федераци пĕлтерĕшлĕ археологи комплексĕ, патшалăх упракан истори еткерлĕхĕ.

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн археологсен ушкăнĕ (Н.С. Мясников, Н.С. Березина, А.Ю. Березин, Е.П. Михайлов) Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсемпе пĕрле Тикеш ялĕ çумĕнчи авалхи хулаш вырăнне тĕпчеме пуçларĕ. Коллекци çĕнĕ артефактсемпе пуянланчĕ. Вĕсен ĕçне хаклама çĕртмен 11-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патлашăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Петр Краснов тата Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов килсе кайрĕç.

Мĕн çĕннине тупнă-ха паян Тикеш хулашĕ вырăнĕнче? Наталия Березина археологи комплексĕнче темиçе ял пулнине çирĕплетекен экспонатсемпе, виле шăтăкне чавса унта çав тапхăрти çынсен кулленхи пурнăçне кăтартса паракан япаласемпе, ĕç хатĕрĕсемпе паллаштарнă.

X-XII ĕмĕрсенчи Тикеш археологи объекчĕсен никĕсĕ çинче Патăрьел районĕнче этнографи туризмĕ йĕркелес ыйту чылайранпах "сывлăшра" çакăнса тăрать. Кăçал ку енĕпе пăр тапраннă темелле ĕнтĕ. Хулашăн кăнтăр енче административлă-хуçалăх пайĕ, музей, мунча, туристсем валли хăна çурчĕсем çĕкленĕç. ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Юрий Ювенальев хатĕрленĕ проекта ЧР Строительство министерствин канашĕ ырланă. Рудольф Селиванов палăртнă тăрăх, асаннă комплекс Тикеш ялĕпе Патăрьел районĕшĕн çеç мар, республикăшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ туризм маршручĕ пулса тăрать.

Людмила САЧКОВА, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн сотрудникĕ

Авангард



16 июля 2019
17:52
2019 год
Поделиться