Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕрле пухăнсан савăнма аван

Упамса тата Каншел ялĕсенче июлĕн 12-мĕшĕнче- Петрпа Павел апостолсен кунĕнче - йăлана кĕнĕ ял уявĕсене паллă турĕç.

Кашни ялăн хăйне евĕрлĕ вăл. Вĕсенче тĕрлĕ енлĕ ăста çын пурăнать. Спорт вăййисене те кăмăлтан хутшăнаççĕ тата ытти те.

Каншелĕнче уява юртă лашасен чупăвĕ те илем кỹрет. Упамса каруселĕ ачасене çеç мар, аслисене те илĕртет. Ахальтен мар ăна çулленех районти "Акатуй-Сабантуя" та илсе тухаççĕ.

Нимĕнле уяв та чыславсăр иртмест. Ĕçре малта пыракансене, хастарсене Тав хучĕсемпе хавхалантарчĕç. "Единая Россия" партин çĕнĕ членĕсене билетсем пачĕç. Ăмăртусенче палăрнисене асăнмалăх парнесемпе чысларĕç.

Ял уявĕсене хăнасем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ. Тус-тăванпа курнăçни вĕсен кăмăлне уçрĕ. Чăваш эстрада юрăçисен, вырăнти артистсен пултарулăхĕ савăнтарчĕ.

Упамсара кăçал Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ А. Кольцов йĕркеленипе волонтер-медиксем сывлăха çирĕплетекен флешмоб ирттерчĕç.

Ял çынни çак вăхăтра питĕ ĕçлĕ. Çавах Питрав кунĕнче кашнийĕ уява хутшăнма май тупрĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



16 июля 2019
17:36
Хроника
Поделиться