Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вил тăпри çинче чĕртнĕ кăвайт чунсене ăшăтайĕ-ши?

Юлашки çулсенче пирĕн тăванăмăрсем, çывăх çыннăмăрсем, юлташ-пĕлĕш ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăна - масара - тирпейлĕ тытса тăрасси, унти хыт-хурана тасатасси, хăрнă йывăçсене касса тирпейлесси, пĕрлех ун территоринчи картасене çĕнетесси район администрацийĕн пысăк тимлĕхĕнче. Ахальтен мар нумай пулмасть район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, старостăсемпе йĕркеленĕ пĕрлехи "рейд" вăхăтĕнче те вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем умĕнчи çак ыйтăва тата ытларах çивĕчлетрĕ.

"Çĕр çинчи хăналăх пурнăçран уйрăлнă хыççăн пурте сăваплă вырăнта канлĕх тупатпăр. Вăл кашни ялтах чуна лăплантаракан вырăн пулмалла", - терĕ ун чухне район ертỹçи мероприятие пĕтĕмлетсе. Ĕçлĕ çул çỹрев вăхăтĕнче ял пуçлăхĕсемпе старостăсем кашни ял тăрăхнех çитсе чылай масарта пулчĕç. Шел, ун чухнехи маршрутпа Хирти Пикшике пысăк ушкăнпа лекме май килмерĕ. Çак кунсенче вара ял халăхĕ пăшăрханса çырнă çыру йĕрĕ тата редакцие çине-çине килнĕ шăнкăравсем унта çитсе курмах хистерĕç.

Паян ялти чылай ĕçе халăх вăйĕпе, пуçарулăх бюджечĕпе йĕркелесе пурнăçлаççĕ. 2017 çултанпа районти çичĕ масара çак меслетпе тирпей-илем кỹнĕ. Кăçал та ку тĕлĕшпе Алманчăсем хастарлăх кăтартрĕç. Çĕрĕшме пикеннĕ ватă йывăçсене касса тирпейлерĕç, картисене çĕнетрĕç тата ытти те. Маларах Ыхра Çырмисем ĕçе кăтартуллă пурнăçларĕç... Нумай пулмасть Хирти Пикшиксем те сăваплă ĕçе пикеннĕ. Паллă ĕнтĕ чăн малтанах ял халăхĕнчен укçа пуçтарнă. Унсăр программăна пурнăçлама пикенеймĕн. Ырă ĕçшĕн турткаланса тăракансем пулман: кивĕ масарти ватă йывăçсене касса тирпейлеме кам икĕ пин, кам пĕр пин кăларса панă. Икĕ-виçĕ эрне каялла кунта чăнах та ятарлă ушкăн пысăк "субботник" тума пикенни те куç умĕнче. Анчах пархатарлă ĕçшĕн, зират (масар) хăтлăхĕшĕн "тăрăшакансене" тав тăвас вырăнне пысăк тĕрĕсмарлăхшăн, çылăхшăн ятламалли çеç юлать. Каçарĕç-ши пире вуншар çул каялла яланлăх тĕнчене куçнă тăванăмăрсем çакăншăн. Мĕншĕн тетĕр-и? Чăн малтанах сăваплă ĕçе тирпейлĕ йĕркелеме пĕлменнишĕн! Хирти Пикшик масарĕнчи куçпа курса пуçа шăнăçман ỹкерчĕк тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ. Масар варринче вăрман касма уйăрнă лаптăкри евĕр "ĕçлĕ лару-тăру". Пĕр улшăну çеç: вăрманта нихăçан та çак масарти евĕр хăрăк-турата е çĕрĕшнĕ йывăçа вырăнта çунтармаççĕ. Илсе тухаççĕ, тасатаççĕ. Кунта вара ĕçе çăмăллатнă курăнать. Ура айĕнче вилнĕ çыннăн тăпри пулнине пăхмасăрах йывăçсене йăвантарнă та йăвантарнă, çакăнтах çунтарнă, хăшне-пĕрне йăвантармасăрах тĕпрен чĕртсе янă... Юнашарах вара карта тытнă вырăнта тепĕр тăванăн вил тăприйĕ. Ун пеккине те шута та илмен курăнать. Ĕçе мĕнле çăмăллатма пулать, çавăн пек пурнăçланă. Кивĕ масарти хăш-пĕр вил тăпри çинче чăнах та ячĕ-шывĕ те çук, тăпри те пусарăннă, çĕрпе танлашнă темелле. Анчах вăл эпир утса çỹрекен ахаль вырăн марри паллă-çке! Çак вырăнта камăн ỹчĕ те пулсан канлĕх тупнă. Паянхи кун пирĕн пуç тăрринчен кам та пулин утса çỹресен лайăх-ши? Çук, паллах. Çакна çеç çирĕп- летсе калама пултаратăп: вил тăприсем çинче чĕртнĕ кăвайт ялти никам çыннăн чĕрине те ăшăтаймĕ. Хамăр çылăхшăн ỹкĕнсе çак ĕçе çывăх вăхăтра кирлĕ пек тирпейлесе яни, ăна вырăнти халăхпа, мечĕте çỹрекен хисеплĕ аксакалсемпе, обществăлла канаш членĕсемпе канашласа пурнăçлани çеç вилнисене те çăмăллăх парĕ.

А. ЕГОРОВА

Авангард



15 июля 2019
10:43
Поделиться