Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăмăр çанталăк пулăçсен кăмăлне хуçман

ИРТНĔ шăматкун, июнĕн 29-мĕшĕнче, çанталăк ăмăр пулнине пăхмасăрах районти пулăçсем Треньел кỹллине "Çаклансамччĕ вăлтана пысăк тата пĕчĕк пулă" ăмăртăва пуçтарăннă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи чикĕ хуралçисен пуçарăвĕпе йĕркеленĕ конкурса арçынсем çеç мар, çемьесемпе те, хĕрарăмсем те хутшăннă. Пулăçсенсенчен чи асли чăн-чăн шурсухал, çамрăкранпах çак киленỹпе "чирленĕ" А. Еливанов пулнă. Патăрьелĕнче пурăнакан Алексей Филимонович тăххăрмĕш теçеткере пырать, çапах та пушă вăхăтра çав тери пулă тытма кăмăллать. Алла вăлта тытнисем хушшинче чи çамрăкки -М. Журавлев. 17 çулти Максим та çак ăсталăха пĕчĕккĕллех ашшĕнчен вĕреннĕ.

Палăртнă вăхăт иртнĕ хыççăн комисси чи нумай пулă тытаканни Николай Богданов (Кивĕ Катек), иккĕмĕш вырăнта районти "Пограничное братство" общество хастарĕ Леонид Ильеров (Первомайски), виççĕмĕшĕнче Татьяна Патшина (Тăрăн) пулнине палăртнă.

Авангард



06 июля 2019
19:05
Поделиться