Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Хальхи вăхăта районта 20 пин ытла ĕне-выльăх (пĕлтĕрхипе танлаштарсан 103 процент), вăл шутран 8413 ĕне (102), 17076 (103) пуç сысна тата 11 пин ытла сурăхпа качака (115) усраççĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче пурĕ 6 пине яхăн ĕне-выльăх тытаççĕ. Кăтарту пĕлтĕрхинчен 4,4 процент нумайрах.Сăвакан ĕнесен шучĕ те иртнĕ çулхинчен 8 процент ỹснĕ - 2457 пуç. Çавăн пекех вĕсенче 207 пуç лаша тата 1392 сурăхпа качака пур.

Йышлă выльăха хĕл каçарма апат та нумай кирлĕ. Çакна шута илсе районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче сенаж, утă хатĕрлессипе аван тăрăшаççĕ. Сенаж 7230 тонна янтăланă: "Батыревский" пĕрлешỹре - 2030 тонна, "Исток" агрофирмăра - 2000 тонна, "Красное Знамя" ял хуçалăх предприятийĕнче - 850 тонна, Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕнче - 1200 тонна.

Утă 4375 тонна хатĕрленĕ: "Труд" хуçалăхра - 120 тонна, "Первомайск" кооперативра - 100 тонна, "Малалла" эртелте - 100 тонна, Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕнче - 500 тонна.

Пĕр условнăй ĕне-выльăх пуçне 9,1 апат единици янтăланă.

"Батыревский" пĕрлешỹре, "Исток" агрофирмăра тислĕк тăкаççĕ.

Авангард



05 июля 2019
21:09
2019 год
Поделиться