Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Професси кунне паллă тунă

Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунĕ çывхарса пынă май, ăна çулленех июлĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче паллă тăваççĕ, Патăрьел райповĕн ĕçченĕсем июлĕн пĕрремĕшĕнче професси уявне пухăннă. Мероприятие пуçтарăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн çумĕ И. Яшмолкина, Патăрьел райповĕн председателĕ А. Иванов саламланă.

- Сирĕн ĕçĕр кирлĕ тата район ертỹçисем лартнă тĕллевсемпе - çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатассипе - пĕр килеççĕ. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăвасси, кашни ялтах, çав шутрах чи инçетрисемпе пĕчĕккисенче те, пурăнакан халăха кирлĕ таварсем çитересси тата тивĕçтерỹсем парасси, налук кĕртессине ỹстересси - çаксем пурте республикăн тата районăн экономикине аталантарассишĕн тăрăшни, - тенĕ Р. Селиванов сăмах илнĕ май.

И. Яшмолкина Раççей Федерацийĕн Центросоюзĕ Пĕтĕм Раççейри регионсенчи потребитель пĕрлешĕвĕсен союзĕсем хушшинче йĕркелекен "Отрасль ĕç-хĕлне эффективлă аталантарнăшăн" ăмăртура 2018 çулхи кăтартусемпе Чăвашпотребсоюз пĕрремĕш вырăн йышăннине каланă. Çавăн пекех ытти конкурссенче те çĕнтерỹçĕсен ретне кĕнине, çакăнта Патăрьел райповĕн витĕмĕ те пуррине пĕлтернĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх ĕçре палăрнисене, малта пыракан коллективсене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотипе, дипломпа, асăнмалăх парнесемпе хавхалантарнă.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Авангард



05 июля 2019
20:58
2019 год
Поделиться