Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕтĕм укçа – яла хăтлама

Республика Пуçлăхĕн 2017 çулхи «Чăваш Республикин территорийĕнче общество инфратытăмне вырăнти пуçарăва тĕпе хурса аталантармалли проектсене пурнăçласси» указĕпе килĕ шуллĕн кăçал Чăваш Енре 644 проекта ĕçе кĕртме тĕрлĕ  бюджетран 477,5 млн тенкĕ  явăçтараççĕ.

Çав шутра республика бюджетĕнчен 290,3 млн тенкĕ  /м н пур кĕмĕлĕн 60,8%/. Ку 2018 çулхинчен – 2,9 хут, 2017 çулхинчен 5,5 хут ытларах. Вырăнти хăй тытăмлăхсем – 117,7 млн/24,6%/, бюджетсен тулашĕнчи çăл куçсенчен 69,5 млн /14,6%/ тенкĕ  куçарĕç. Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне çулте палăртнă тĕллевсене пурнăçлама республика хыснинчен 10,7 млн тенкĕ  - 2018 çулхи çав хушăринчен 1,6 хут нумайрах - расхутланă ĕнтĕ. Указа пурнăçлама тытăннăранпа /2017 ç./ проектсен шутне 6 хут устернĕ, укçа 5,7 хут нумайрах явăçтарнă.

Çак усĕм темиçе шайри бюджетран укçа-тенкĕ  пухса вырăнти социаллă ыйтусене татса пама тăрăшнине çирĕплетет. Апла пулсан ку меслетпе тухăçлă усă кураççĕ. Строительство, реконструкции, юсав, хăтлав кăçал та кашни районтах сарăлнă.

Шăмăршă районĕнче проектсен пурнăçлама ял тăрăхĕсен администраций, районта пурăнакансем, уйрăм предпринимательсем, организацисем хутшăннă. Вăл е ку объект валли укçа хывнипе пĕрлех нимене хутшăнса ĕç тума пулăшнă е стройматериал, транспорт, строительствăра кирлĕ  ытти япала уйăрнă.

2018 çулта районта 10 проекта ĕçе кĕртнĕ, кăçал 17 пурнăçланă. Çав шутра тата 4-шне Республика кунĕ  тĕлне вĕçленĕ. Сăмах çак ялсенчи объектсем çинчен пырать: Васан, Çĕнĕ  Пуянкасси, Хайпăла,Ярăслав, Анат Чаткас, Кивĕ  Чукал, Баскак, Ирçе Тĕкки, Шăмăршă, Энтриел, Улмаллă Ял, Чăваш Палтиел.

Пăчăрлă Пашьелĕнчи çул айне тимĕ р-бетон пăрăх хывн, Васан ял тăрăхĕнче хытă каяш пухмалли контейнерсене лартма лапамсем тунă, Карапай Шăмăршă стадионне хăтланă тата ытти çавнашкал ĕçе пурнăçланă.

Патăрьел районĕнче хытă каяша пухмалли контейнерсем лартмалли 512 лапам 12 млн тенкĕлĕх тăваççĕ. Ку ĕ çе Алманчă, Нăрваш Шăхаль, ытти хăш-пĕр ял тăрăхĕнче пурнăçланă, пĕтĕмпех çак уйăхра вĕçлеме палăртнă. Республикăн Строительство министерстви кашни хулапа район валли контейнерсем туянассине й ркелет. Çав шутра Патăрьел районĕ  валли 700 ытла 9 млн тенкĕлĕх туянма заявка тăратнă.

Утă уйăхĕ н 1-мĕшĕ  тĕлне Йĕпреç районĕнчи Эйпеç ял тăрăхĕнче – 18, Шăрттан ял тăрăхĕнче 16 лапам тунă. Йĕпреç хула тăрăхĕнче хытă каяш пухма 91 вырăн пăхса хунă, 82-шĕнче лапам тума подряд организацийĕпе килĕшу çирĕплетнĕ. Смета хакĕ  - 1,4 млн тенкĕ.

Хĕрлĕ  Чутай районĕнчи Акчикасси ял тăрĕхĕ нче – 24, Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче 13 лапам хатĕрленĕ.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи ял тăрăхĕсенче те утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне лапамсем тумалли тĕллеве пурнăçламалла пулнă. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕсене çав кун тĕлне хатĕрлеме хушнăччĕ. Ахăртнех, пысăк пĕ лтерĕшлĕ  çак ĕçе çывăх вăхăтра пĕтĕмлетеççĕ.

Хыпар



05 июля 2019
20:50
Хроника
Поделиться