Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ

Иртнĕ  канмалли кун Треньял пĕви хĕррине пулă тытма юратакансем ир-ирех пуçтарăнма пуçланă. Кунта «Тытăнсам, пулă, пысăкки те пĕчĕкки» ятпа ăмăрту иртнĕ. Малтанах пулăçсене ăмăрту йĕ ркипе паллаштарнă. Вăлта тытса ларакансен йышĕ нче чи асли 80 çултан иртнĕ  Алексей Еливанов пулнă, чи кĕçĕ нни - Максим Журавлев. Кĕçех ятарлă комисси çĕнтеруĕсене палăртнă. Чи нумай пулă тытса пĕрремĕ ш вырăна Николай Богданов йышăннă, иккĕмĕшне - Леонид Ильдеров, виççĕмĕшне - Татьяна Патшина. Вĕсене пурне те Хисеп хучĕпе тата парнесемпе чысланă. Юлашкинчен пĕрле пулă яшки çинĕ.

Хыпар



05 июля 2019
20:37
Хроника
Поделиться