Патӑрьел районӗнчи сусӑр хӗр патшалӑх пулӑшнипе лавкка уҫнӑ
Ӗҫсӗр юлнӑ ҫынсем хӑйсен ӗҫне пуҫарса яма пултараҫҫӗ. Кӑмӑл кӑна пултӑр. Бизнес-план хатӗрлесе фермер е усламҫӑ пулас текенсене патшалӑх пулӑшать. Ҫӑмӑллӑх уйрӑмах сусӑрсемшӗн курӑмлӑ.
Алексей Енейкин, Екатерина Янгалакова
Патӑрьел районӗнчи Хирти Пикшикре ҫуралса ӳснӗ Гузель Алигберова 5 ҫул каялла аварие лекнӗ хыҫҫӑн инвалид коляскине ларнӑ. Йывӑрлӑха парӑнмасӑр мал ӗмӗтпе пурӑнакан хӗр пӗлтӗр хӑйӗн ӗҫне пуҫарса яма шутланӑ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен центра учета тӑрса бизнес-план хатӗрленӗ. Патшалӑхран 58 пин тенкӗ ытла илнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ пулӑшнипе харпӑрлӑхри хушма ҫуртра лавкка уҫнӑ.
Предприниматель-хӗре ашшӗ-амӑшӗ хавхалантарса пырать. Суту-илӳ ӗҫӗнче вӗсемсӗр ниепле те май ҫук.
Ял пуҫӗнче лавкка уҫӑлни халӑха та савӑнтарать.
Ӗҫсӗррисене патшалӑх паракан пулӑшу виҫи кӑҫал палӑрмаллах ӳснӗ - 92 пин тенкӗпе танлашнӑ. Сусӑрсене вара 124 пин уйӑраҫҫӗ. Налук тытса юлмаҫҫӗ.
Ӗҫсӗр юлнисене пулӑшмалли ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн кӑҫал республика хыснинчен 3 миллион та 800 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Пӗтӗмпе 40 ҫынна хӑйӗн ӗҫне йӗркелеме пулӑшӗҫ. Вӗсенчен 5-шӗ сусӑрсем.
Источник:http://chgtrk.ru/news/23576