Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Строительство ĕçĕсем куллен вăй илеççĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов Шăнкăртам, Пикшик тата Пăлапуç Пашьелĕнчи строительство тата юсав объекчĕсенче пулчĕ.

Пăлапуç Пашьелĕнчи кану паркне хăтлăх кĕртме 5 млн тенкĕ уйăрнă, унтан 2 миллионĕ - юридика сăпачĕн, ытти - республика хыснинчен. Проектпа килĕшỹллĕн сценăна юсамалла, йывăç çурт, беседкăсем вырнаçтармалла, 500 тăваткал метр тротуар сармалла, футбол тата волейбол площадкисене, тăррине витнĕ кĕрешмелли помост тумалла, карта тытмалла. Строительство ĕçĕсене кăçалхи июнь уйăхĕнче пуçăннă, августăн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Объектăн подрядчикĕ - тулли мар яварлă "Стройэнергосервис" пĕрлешỹ.

Шăнкăртамри Шупашкар урамĕнчи икĕ çухрăм ытла тăсăлакан çула республика программипе килĕшỹллĕн иртнĕ çул тулли мар яваплă "РЭМИСС" пĕрлешỹ юсама пуçăннăччĕ. Пĕлтĕр 1,3 çухрăма 14,8 млн тенкĕлĕх сарнăччĕ, кăçал 15,5 млн тенкĕлĕх ĕçлемелле.

Чкалов урамĕнче те пуçарулăх бюджечĕпе ача-пăча лаптăкне тума пикеннĕ. Вырăнти бюджет - 250 пин тенкĕ, халăхпа юридика сăпачĕсем 340 пин тенкĕ панă, республика хыснинчен 889 пин тенкĕ уйăрнă. Çитĕнекен ăру малашне кунта выляма та, сывлăхне çирĕплетме те пултарать. Объекта "Современные комплексные решения" пĕрлешỹ çывăх вăхăтра хута яма палăртать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов подрядчиксемпе тĕл пулнă май строительство ĕçĕсене пахалăхлă тумалли, графика пăхăнмалли пирки каланă.

О. ПАВЛОВА

Авангард



02 июля 2019
09:32
Хроника
Поделиться