Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Клуба юсаççĕ,сквера хăтлаççĕ

Патăрьел районĕнчи Именкасси ялĕнчи клуба тĕпрен юсаççĕ

Контракт 3 млн ытла тенкĕпе танлашать. Кунта çурт тăррине, пулĕмсен кăшкарне, алăк-чуречене, электрооборудование, ыттине улăштармалла. Ĕç пĕр куна та чарăнса тăмасть. Клуба кăçал юсаса пĕтермелле.

Хирти Пикшик ялĕнчи сквера хăтлама 4 млн ытла тенкĕ уйăраççĕ. Ăна тротуар тума, ачапча лапамне вăйă хатĕрĕсем вырнаçтарма, карта тытма, сквера ешĕллетме яраççĕ. Стро-

ительсем куллен объектра, ĕçе килĕшуре палăртнă вăхăтра пĕтерме шантараççĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Хыпар



02 июля 2019
09:14
Хроника
Поделиться