Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Акатуйра çĕнтернĕ

Пĕтĕм чăвашсен республикăри VII Акатуйĕнче республикăри культура министерстви этнокультура кил картине сăнарлакансен конкурсне ирттернĕ. Унта муниципаллă районсемпе хула округĕсен 22 коллективĕ хутшăннă. Положенипе килĕшỹллĕн вĕсен чăваш халăхĕн культурипе йăли-йĕркине, историне, ял пурнăçне, тăван халăх, çуралнă ен патне юрату пуррине тата ыттине те кăтартмаллаччĕ. Тỹресем вара кил картине тематика тата эстетика тĕлĕшĕнчен мĕнле хатĕрленине, наци кухнине, апат-çимĕç пĕçерес ăсталăха, хăйсен пултарулăхне кăтартма пĕлнине те шута илнĕ.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн район çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ. Акатуя хутшăннăскерсем утăçи мĕнле пынине театрализациленĕ мелĕпе питĕ ĕненмелле кăтартса панă. Хусканăвĕсем те, тумĕсем те килĕшсе тăраççĕ. Туçа ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсемпе çамрăксен ушкăнĕн кил картийĕ тỹресем мĕн ыйтнине пур енлĕн тивĕçтернĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



02 июля 2019
09:26
Хроника
Поделиться