Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Тахçантанпах кĕтекен çумăр çунăран хирти ĕçсем пĕр вăхăтлăха шăпланчĕç. Хĕвел пăхма пикенсенех техника уя тухма хатĕр тăрать. Ĕнерхи кунччен нумай çул ỹсекен курăксене 4363 гектар çулнă.

Сенаж районĕпе 4880 тонна хатĕрленĕ, ку ĕç уйрăмах "Батыревский" (2030 тонна), "Исток" (2000) тата "Красное Знамя" (850) хуçалăхсенче аван пырать.

Утă 2465 тонна янтăланă.

Акнă-лартнă культурăсем ярăнса ỹсчĕр тесен вăхăтра чир-чĕр-тен, хурт-кăпшанкăран тата çум курăкран хỹтĕлемелле. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче гербицид 15048 гектарта, им-çам 9402 гектарта сапнă.

Авангард



28 июня 2019
14:41
2019 год
Поделиться