Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ытлашши хапсăнма кирлĕ мар

Çĕр лаптăкне никамран ирĕк илмесĕр йышăнни - саккуна пăсни. Уншăн явап тыттараççĕ. ЧР Росреестр управленийĕн ĕçченĕсем регионта çĕр саккунне пăснипе çыхăннă, анлă сарăлнă тĕслĕхсене палăртнă.

Статистика тăрăх, граждансем хăйсем тĕллĕн çĕр лаптăкне хапсăннипе ытларах палăрса тăраççĕ. Çĕр саккунне пăсакансен 80 проценчĕ куçман пурлăха никамран ирĕк илмесĕр "прихватизациленипе" çыхăннă. Сăмахран, хушма хуçалăх хуçи сасартăк лаптăкне пысăклатма шухăшлать. Ăна юнашар ирĕклĕ çĕр пурри канăç паман темелле. Ют пурлăха карта тытса çавăрнă. Анчах çакна манмалла мар: харпăрлăхра шутланман çĕрĕн хуçи - патшалăх. Пушă выртакан лаптăка харпăрлăха куçарма малтан вырăнти хăй тытăмлăх органне каймалла. Пушă çĕре документсăр йышăнсан граждансене административлă явап тыттарса штраф параççĕ: лаптăкăн кадастр хакне палăртман пулсан граждансене - 5 пинрен пуçласа 10 пин тенкĕ, предприяти-организацие 100 пинрен пуçласа 200 пин тенкĕ таран.

Сад ĕрчетме, хушма хуçалăха аталантарма, çурт-йĕр çавăрма уйăрнă çĕрпе тĕллевсĕр усă курсан е ăна юхăнтарсан та явап тыттараççĕ. Кун пек чухне строительство валли уйăрнă çĕрпе усă курманшăн граждансене 20 пинрен пуçласа 100 пин тенкех штрафлаççĕ. Предприяти-организацие _ 400-799 пин тенкĕ.

Тепĕр анлă сарăлнă тĕслĕх - пĕр-пĕр категорири çĕрпе тĕллевсĕр усă курни. Сăмахран, хушма хуçалăха аталантарма илнĕ лаптăкра хуçи шиномонтаж йĕркелет. Енчен те çĕрĕн кадастр хакне палăртман пулсан граждансене 10-20 пин, предприяти-организацине 100-200 пин тенкĕ штраф тỹлеттереççĕ.

Авангард



28 июня 2019
14:20
2019 год
Поделиться