Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Агро-100" клубра - 7 хуçалăх

Республикăра çулленех ЧР "Агро-инноваци" хысна учрежденийĕ "Агро-100" клубăн çĕнĕ членĕсене палăртать. Кăçал вĕсене Республика кунĕ умĕн, июнĕн 21-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн конференц-залĕнче савăнăçлă лару-тăрура чысланă. Сăмах май, агропромышленность предприятийĕсем хушшинчи рейтинга 10 çул ытла ĕнтĕ йĕркелеççĕ.

Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче пынă 2018 çулхи ĕçлĕ тупăшусен пĕтĕмлетĕвĕпе асăннă клубăн дипломĕсене районти 7 хуçалăх тивĕçнĕ. "Авангард" тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалĕ - 7-мĕш, "Исток" агрофирма - 12-мĕш, "Батыревский" пĕрлешỹ- 38-мĕш, "Красное Знамя" ЯХПК - 47-мĕш, "Кзыл-Камыш" агрофирма -84-мĕш, "Труд" хуçалăх - 86-мĕш, "Звезда" хуçалăх 95-мĕш вырăнсене йышăннă. Иртнĕ çул та Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 7 хуçалăх рейтинга кĕме пултарнăччĕ. Ун чухне те списокра "Батыревский", "Исток", "Красное Знамя" ял хуçалăх предприятийĕсем пурччĕ.

(Хамăр корр.)

Авангард



28 июня 2019
14:40
2019 год
Поделиться