Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

çĕнĕ лаптăксем

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов ял тăрăх пуçлăхĕсемпе хытă каяшсене пухас тата илсе тухас ыйтупа канашлу ирттернĕ. Пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса кăçал çỹп-çап пухмалли контейнерсене вырнаçтармалли лаптăксем тума 20 проект реализацилемелле, вăл шутран пĕрремĕш тапхăрпа икĕ проекта - 24 лаптăк 536,348 пин тенкĕлĕх - Нăрваш Шăхаль тата Алманчă ял тăрăхĕсенче хута янă. Иккĕмĕшĕ июнь-июль уйăхĕсенче пулмалла. 

Районĕпе 512 контейнер лаптăкĕ (12 млн тенкĕ ытлалăх) тума палăртнă.

Р. Селиванов канашлура коммуналлă каяшсене пухмалли контейнерсен лаптăкне тăвассипе тăрăшуллăрах ĕçлемеллине, тивĕçлĕ условисем тумаллине çивĕч- летнĕ.

(Хамăр корр.)



26 июня 2019
09:31
Хроника
Поделиться