Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мĕнле хаклав? Чи лайăххи!

Патăрьел районĕнчи чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станци коллективĕ ерекен амака сарăлма парас мар тесе профилактика ĕçне вăхăтра пурнăçлать.

Сăмахран, кăçалхи çу-çĕртме уйăхĕсенче районти кил хуçалăхĕсенчи мĕн пур кайăк-кĕшĕке грипран вакцинациленĕ, им-çам пăрахса парса тискер чĕр чунсене уртаракан чиртен иммунизациленĕ.

Çак ĕçсене ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, ЧР Чĕр чун тĕнчине хутĕлекен дирекцин патшалăх инспекторĕсем, сунарçăсем пулăшнипе пурнăçланă.

Выльăха чир-чĕртен сиплессипе, амакран профилактикăлассипе ĕç нумай тунă. Кăçалхи пилĕк уйăхра ăна еплерех йĕркеленине учреждении пуçлăхĕ П.Ефимов ертсе пынипе нумаях пулмасть ирттернĕ канашлура тишкернĕ. А.Демидова ветврач ерекен чир-чĕре хирĕç пурнăçланă мероприятисем, лаборатори ертуçи Е.Шадирякова вăл е ку вырăнтан турттарса каякан чĕр чунпа, продукципе пĕрле çула илсе тухмалли ветеринар докуменчĕсен электрон тата хут формисене мĕнлерех хатĕрлемелли çинчен каласа панă.

Коллектив членĕсем Шăнкăртам ветсиплев çурчĕн заведующине И.Шамшетдиновăна юбилей ячĕпе саламланă, ырлăх-сывлăх суннă. Турĕ кăмăлпа ветеринарта нумай çул ĕçленĕшĕн вăл ЧР Патшалăх ветеринари службин Хисеп хутне тивĕçнĕ. Ăна учреждени пуçлăхĕ П.Ефимов панă Петр Иванович коллективăн кăçалхи çур çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, унăн умнеçĕнĕ тĕллевсем лартнă.

Хыпар



21 июня 2019
14:43
2019 год
Поделиться