Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кил-çурт ача сассипе илемлĕ

ПУРНĂÇ саккунĕпе килĕшỹллĕн пĕрисем çуралаççĕ, теприсем ку тĕнчерен ĕмĕрлĕхех каяççĕ. Çак пулăмсене пурне те ЗАГСра регистрацилеççĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа, июнĕн 17-мĕшĕ тĕлне, районта 138 пепке - 64 арçын ачапа 74 хĕр ача - кун çути курнă. Пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне 127 ача çуралнă. Кăтарту иртнĕ çулхинчен пысăкраххи савăнтарать.

Аист 37 çемьене - пĕрремĕш, 40-не - иккĕмĕш, 43-не - виççĕмĕш, 10-не тăваттăмĕш, пиллĕкĕшне - пиллĕкмĕш, пĕрне - улттăмĕш, иккĕшне çиччĕмĕш хут "вĕçсе килнĕ".

Савăнăçпа юнашарах хурлăх та пур çав: 242 çын - 112 арçынпа 130 хĕрарăм - вилнĕ. Пĕлтĕрхинчен 38 сахалтарах, анчах пĕрех пăшăрхантараканни çук мар. Арçынсем вăтамран - 66, хĕрарăмсем 81 çул пурăнаççĕ. Пĕр çемье çулĕпе утма кăмăл тунисем те кăçал иртнĕ çулхинчен 12 сахалтарах. 2019 çула кĕнĕренпе 48 мăшăр пĕр хушаматпа çỹреме пуçланă, 32-шĕ (пĕлтĕр 25 пулнă) тĕрлĕ сăлтавпа уйрăлнă.

Авангард



21 июня 2019
09:27
Поделиться