Тивĕçе - чĕре хушнипе
Манăн вулакансене Патăрьелĕнчи тĕп больницăри гинекологи уйрăмĕнче вăй хуракансемпе паллаштарас килет. 2017 çултанпа уйрăма Каçал хĕрĕ Н. Амуткина ертсе пырать. Хĕрарăмсене пулăшас, вĕсене чир-чĕртен сыватас килни çамрăка ЧПУн медицина факультетне илсе çитернĕ. Яла "Земство тухтăрĕ" программăпа килнĕскер, маларах 3 çул Комсомольскинче акушер-гинеколог пулнă, 2013 çултанпа вара Патăрьелне куçнă. Малтан йышăнура, каярахпа ача çуратмалли уйрăмра ĕçленĕ. Гинекологи уйрăмĕнче паянхи кун Наталия Геннадьевна 6 медицина сестрипе тата 5 санитаркăпа пĕрле вăй хурать. Медицина ĕçченĕсен нумайăшĕн опычĕ пысăк. Н. Артемьевăпа А. Кустова 30 çул ытла больница сукмакне такăрлатаççĕ. З. Андрианован, А. Гусарован тата И. Казаковăн та ĕç стажĕ сахал мар. Тивĕçлĕ канăва кайнă В. Колосова медсестра вырăнне Т. Лещова çамрăк специалист тимлеме пикеннĕ. Вăтам персонал пекех, санитаркăсем те вашават кунта. Валентинăпа Надя Яковлевăсем, С. Алдушева, Л. Кошкина тата А. Самакина пĕрре те турткаланса тăмаççĕ, хăйсен тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.
Уйрăмра сипленмелли 15 вырăн. Кăнтăрла сывалма çỹрекенсем чылай. Эрнере 2 хут, ытларикунпа кĕçнерникун планпа операци тăваççĕ. 2017 çулта Н. Амуткина лапароскопи мелĕпе операци тума вĕренсе килнĕ, 2018 çулта вара Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери эндоскопи конгресне хутшăннă. "Больницăна хальхи йышши тепĕр çĕнĕ те пахалăхлă оборудованипе (гистерорезектоскопи) пуянлатрĕç. 2017 çултанпа эпир ЭКО программăпа та ĕçлетпĕр. Операци сĕтелĕ умне нумай чухне И. Казаковпа тăратпăр. Хирургсем те маттур пирĕн. Ытти гинекологсемпе те пĕр чĕлхе тупса ĕçлетпĕр", - калаçăва тăсать пултаруллă тухтăр. Больницăн тĕп врачĕ Г. Петрова гинекологи уйрăмĕнче тăрăшакансен ĕçĕпе кăмăллă.
Н. КОШЕЛЕВА. Аслă Чемен ялĕ
Авангард