Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Нимене хутшăнаççĕ

Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарăва тĕпе хурса общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçласси çинчен» указĕпе килĕшуллĕн ĕçсем епле пыраççĕ-ха.

Елчĕк районĕнчи Тăрăм ялĕнчи Хир урамне, Тип Тимеш ялĕнчи Тип урама тата И.Михайловский ячĕллĕ тăкăрлăка, Çамрăксен урамĕпе тăкăрлăкне шур чул сарса çул /520 м, 570748 тенкĕлĕх/ хывнă. Ăна тĕрлĕ шайри бюджетран, ял-йышран пуçтарнă.

Патăрьел районĕнчи Патăрьел ялĕнчи Çамрăксен урамĕнчи автоçула та юсаççĕ. Контракт хакĕ 2,4 млн тенкĕ, ĕçсене кăçалхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле.

Вăрнар районĕнчи Ямпах ялĕнче пурăнакансем масар картине улăштарма, унта хурал пурчĕ лартма йышăннă.

Смета хакĕ - 600 пин, вăл шутра ял-йыш пуçтарни 123 пин тенкĕ. Ĕçсене çывăх вăхăтра пĕтермелле.

Вĕсем çав районти Кивĕ Мĕлĕш ялĕнче те пыраççĕ - масар картине /350 пин тенкĕлĕх/ улăштараççĕ. Кивĕ Шуртансем масар çинче .Кивçурт Енĕш ялĕнче ăна тума çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче пуçланă, авăнăн 20-мĕшĕнче вĕçлесшĕн.

Йĕпреç районĕнчи Шăрттан ялĕнчи Çурçĕр урамĕнче хытă сийлĕ çула 1000 м тăсаççĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Щамал тата Çатракасси ялĕсенчи 40 çул ытла ĕçленĕ шыв башнисене юсанă, Аксарин ялĕнче çĕнĕ башня тăратаççĕ, Турханкасси ял тăрăхĕнче икĕ проекта пурнăçа кĕртеççĕ.

Кăçал Октябрьски ял тăрăхĕнчи çулсене /4 çухрăм ытла/ юсаттарма вырăнти хăй тытăмлăх органĕ подряд организацийĕсемпе 11 контракт /2,8 млн тенкĕлĕх/ тунă. Вăл шутран 6-шне асăннă указпа килĕшуллĕн пурнăçламалла.

Юрий МИХАЙЛОВ

Хыпар



14 июня 2019
08:46
Хроника
Поделиться