Чыс та мухтав сире, çĕр ĕçченĕсем!
Чыс та мухтав сире, çĕр ĕçченĕсем!Çурхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн ял хуçалăх культурисем ăнса пулччăр тесе районсенче Акатуй - Сухапуç тата Çĕр туйне – кĕрлеттерчĕç. Акана тата выльăха 2018-2019 çулсенче хĕл каçарнă тапхăра пĕтĕмлетрĕç, агропромышленноç комплексн, ытти отрасле пысăк тỹпе хывакансене чысларĕç.
Мĕнпе уйрăлса тăраççĕ
Патăрьел районън Акатуй-Сабантуйĕ çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче 68-мĕш хут иртнĕ. Вăл ял тăрăхĕсенчи пултарулăх коллективĕсем «Туслăх кăшăлĕ» вăййа тухнинчен пуçланн. «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» ятпа чăваш, тутар, вырă, мордва халăхĕсен йăли-йĕркине кăтартнă.
Акатуй-Сабантуя уçма район пуçлăхĕ Михаил Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Курчаткин, республикăн вĕрентỹ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев, патшалăхпа муниципалитетăн ытти представителĕ хутшăннă.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Патăрьелсене Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов саламланă. «Район аталанать, - тенĕ вăл. - Республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикин ăмăртăвĕнче çуллен малти вырăнсене йышăнать. Патăрьелсен çитĕнĕвĕсем çинчен нумай калама пулать. Эсир ĕçченрех пулнипе, çĕре ытларах юратнипе уйрăлса тăратăр, çавăнпа ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тăватăр…»
Çурхи ĕçсене пурнăçлама хастар хутшăннисене наградăпа, хаклă парнепе чысланă.
Хыпар