Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Акатуй-Сабантуй волонтерсемсĕр иртмен

ИРТНĔ вырсарникун "Хĕвеллĕ" уçланкăра кĕрленĕ Акатуй-Сабантуйра йышлă халăх хушшинче Турханти вăтам шкулти волонтер-медиксене тумĕнченех палласа илме май пулчĕ. Сывлăх хуралĕн пулас специалисчĕсем кунĕпех районти тĕп больницăн медицина работникĕсемпе юнашар пулчĕç. Вĕсем "03" служба ĕçченĕсемпе танах пациентсен юн пусăмне виçрĕç, ăшăра пиçĕхнисене васкавлă пулăшу пачĕç, батутра сиксе алли-урине чĕртерсе янă ачасене сиплерĕç тата ытти те. Аслă ĕçтешĕсем хăйсене пулăшнă хастарсене чун-чĕререн тав турĕç.



14 июня 2019
09:52
Поделиться