Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачасен çитĕнĕвĕсем курăмлă

Аслисем Акатуй-Сабантуйра ака ĕçĕсене пĕтĕмлетеççĕ пулсан, çитĕнекен ăрăвăн та уявра 2018-2019 вĕренỹ çулĕ вĕçленнине палăртма май пулчĕ. Çавна май шăматкун ачасем "Хĕвеллĕ" уçланкăна кăмăлтан пуçтарăнчĕç. Кунĕ те ятарласа ыйтса илнĕ тейĕн, кунĕпех тỹпере сар хĕвел вылярĕ. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова уçрĕ. Педагогсене, ашшĕ-амăшне, ачасене тепĕр черетлĕ вĕренỹ çулне хыçа хăварнă ятпа саламларĕ. Вĕренỹре, спортра, обществăлла пурнăçра çитĕнỹ тунисене малашне те хастар пулма сĕнчĕ.

Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А. Емельянов "Единая Россия" партин политканашĕн секретарĕ ячĕпе саламларĕ. Район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова шкул ачисен олимпиадисен çĕнтерỹçисемпе призерĕсем çулсерен ỹссе пынине палăртрĕ. Çитĕнекен ăру ỹсĕмĕпе районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ А. Горшкова та кăмăллă.

Кăçал уява тепĕр çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Шалти ĕçсен министерствин "Батыревский" уйрăмĕн миграци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Т. Казеева тата муниципаллă тивĕçтерỹсем паракан нумай функциллĕ центр директорĕ Ю. Селиванова çул çитнисене çĕршыв гражданинĕ пулнине çирĕплетекен пĕрремĕш документа- паспорта - чыслă лару-тăрура пачĕç.

С. Чернова, А. Емельянов, И. Рубцова, А. Горшкова олимпиадăсемпе конкурссен çĕнтерỹçисене чысларĕç. Çак хушăрах сцена çинче уяв концерчĕ пычĕ. Ташă- юрă ăстисем пĕрин хыççăн тепри черетленсе хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Тĕрлĕ чĕлхепе янăрарĕç юрăсем, тĕрлĕ халăх ташшине ташларĕç. Пĕринчен тепри маттур çамрăк артистсем. Тумĕсене те килĕшỹллĕ çĕлеттернĕ. 

Тĕп сценăн сылтăм енче ачасен алă ĕçне кăтартакан выставкăсем ĕçлерĕç. Мастер-классем иртрĕç. Чăннипех те вĕренỹре, спортра çеç харсăр мар иккен çитĕнекен ăру. Мĕн кăна ăсталама пĕлмеççĕ вĕсем! Вĕренни хăйсемшĕн. Ĕçе хăнăхни кирек хăçан та кирлех.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Т. Яковлева хурăн хуппинчен касса кăларнă мăя çакмалли кулон ăсталама вĕрентрĕ. Илемлĕ пулать. Унта "Эпĕ Патăрьелне юрататăп" тесе çырнă. Татьяна Валерьевна ку енĕпе шкулта кружок ертсе пырать. М. Федоровăпа М. Шакмаева вĕрентекенсем вара фоамиранран (Иранта кăларнă материал, лỹчĕркенмест, тĕсне çухатмасть) чечексем, çỹç, алă çыххисем ăсталама вĕрентрĕç.

Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкулти И. Павлова вĕренекенсене чĕнтĕр йĕппипе çыхма хăнăхтарнă. Е. Комарова, Д. Суркова, К. Рогина, О. Урукова ăсталанă алă ĕçĕсене пăхса ытармалла мар.

Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти Н. Юркина вĕренекенĕсем пиçиххи, кĕнеке хушшине хумалли çыхаççĕ, вĕрентеççĕ. "Илес тесен те сутмастпăрах, хăвăра вĕрентетпĕр", - теççĕ шỹтлесе Е. Урмаковăпа А. Бильтяева.

Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренекенсем улма-çырларан букет хатĕрленĕ. Вĕтĕ шăрçапа, лентăпа тĕрлеме те вĕрентеççĕ. Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем пĕр хутчен усă курмалли вилкăсенчен веер ăсталанă. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкула çỹрекен С. Матюшкина (вĕрентекенĕ О. Иванова) çăмран акварельпе усă курса хатĕрленĕ алă ĕçĕ республикăри "Шырав" наукăпа практика кофенцийĕнчен те çĕнтерỹпе таврăннă-мĕн.

Шăнкăртамри Э. Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекенсем тĕрлĕ енĕпе алă ĕçне хăнăхаççĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти П. Лаврентьева ертсе пыракан кружока çỹрекенсем атлас пусмаран куçа шартаракан çеçке "çуракан" чечексем хатĕрлеме вĕрентеççĕ. Миçе çынна парне кỹмерĕç-ши вĕсем. Алă ĕçĕсем районти "Анне валли парне" конкурсра малти вырăнсене йышăннă.

Çĕньялти Г. Айхи ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти кивĕ хутран ăсталаса тунă, сăрласа сăн кĕртнĕ шкатулкăсем, арман, çăпата тата ытти те лавккарисенчен пĕртте кая мар. Турханти вăтам шкула çỹрекенсем турилкке çине типĕ курăка хурса сăрласа илемлетеççĕ те çут çанталăк ытамне кĕртсе ỹкереççĕ. Сăкăтсем салфеткăран чечексем ăсталаççĕ. Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта ăс пухакансем вĕтĕ шăрçапа, алмазпа ăсталанă тĕррисем ĕмĕре каяççĕ. Пỹрт-çурта илем кỹресси паллах.

Кашни шкулах выставкăна ачасен аллипе ăсталанă хатĕрсем илсе тухнă. Çитĕнекен ăру кирек хăш япалана тума та кăмăлтан вĕрентме хатĕр. Апла пулсан шанчăк пур вĕсенче.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



11 июня 2019
18:09
Хроника
Поделиться