Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тикеш хулашĕ - аваллăх управçи

"Авангард" хаçатăн иртнĕ номерĕсенче Х-ХII ĕмĕрсенче Тикеш хулашĕ пулнă тĕлте малашне этнографипе археологи территорине, туристсен комплексне йĕркелес пирки пĕлтернĕччĕ. Çак ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Чăваш Республикин строительство министерствин канашĕнче пулас комплексăн проектне те хỹтĕлерĕ. Унăн авторĕсем - ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Юрий Ювенальевпа унăн ывăлĕ Сергей Ювенальев. Федераци шайĕнче туристсем валли уçăлакан тепĕр маршрут - Тикеш хулашĕ- района та аталанма пулăшĕ.

Паян кунта И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе управлени тата право факультечĕн студенчĕсемпе вĕсене ертсе пыракан наука сотрудникĕсем археологи тĕпчевĕсене пикеннĕ. Эпир пынă чухне каччăсемпе хĕрсем автомобиль çулĕ çумĕнчен аякра мар чаватчĕç. Çамрăк археологсем малтан нивелирпе виçсе тарăнăшне палăртаççĕ, унтан кашни сийне пĕр тикĕссĕн (тăм тухиччен ĕçлеççĕ) 15 сантиметр илсе тасатаççĕ.

- Пирĕн ĕçе тухтăрсеннипе танлаштарма пулать. Тĕпчев вырăнне тĕрĕс хак пама, "диагноз" лартма пĕлмелле. Эпир паян ĕçлекен объектра çĕршер çул каялла пурнăç кĕрлени куç умĕнче. Хăш-пĕр археологи хатĕрĕсене тупса тирпейлеме, номерлеме, вĕсене кашнине уйрăм пакетсене вырнаçтарма ĕлкĕртĕмĕр. Ытларах керамика татăкĕсем, пăлхарсен тăм савăчĕн пайĕсем, алă ĕç туса пурăннине çирĕплетекен йĕке çиппин хатĕрĕсем, пысăк пăтасем тупрăмăр. Студентсем питĕ тăрăшса, хавхаланса, туслăн ĕçлеççĕ.

Çамрăк тĕпчевçĕсем Чăваш Енрен çеç мар, Тутарстанран та, Чулхуларан та пур. Вырăнти халăх та пире ăшшăн йышăнчĕ. Эпир мĕн ĕçлени, мĕн тĕллевпе валсенче чакаланни пурне те кăсăклантарать. Тавах, пире юр-варпа та пулăшаççĕ,_ паллаштарчĕ кĕскен Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн археологи уйрăмĕн заведующийĕ Наталия Березина. Çамрăк археологсен пĕрремĕш ушкăнĕ кунта икĕ эрне тĕпчевсем ирттерĕ. Вĕсем хыççăн çак объекта ыттисем йышăнĕç.

А. ЕГОРОВА

Авангард



07 июня 2019
14:54
2019 год
Поделиться