Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ

Аслă Арапуç вăтам шкулĕн хоккей курупкине тума Тимченко фондĕнчен нухрат уйăрĕç. «Ырă пăр» Тимченко фончĕн эксперт канашĕн ларăвĕнче палăртнипе килĕшуллĕн çĕршыври 11 регионти ача-пăча хоккейне аталантарма 14 проект грант пулăшăвне тивĕçĕ. Экспертсем 22 регионти 65 проекта пăхса тухнă. Грантсен конкурсне пĕчĕк хуласемпе ялсенче ача-пăча хоккейне аталантарма хатĕр, пултаруллă та пуçаруллă çынсене пулăшас тĕллевпе 2013 çултанпа ирттереççĕ. «Кăçал эпир ялсенчен проектсем ытларах йышăнтăмăр. Вĕсене авторсем тĕплĕ хатĕрленĕ, - палăртнă Тимченко фончĕн генеральнăй директорĕн çумĕ Игорь Барадачев. - Нумайăшĕ хоккей секцине аталантарасшăн, йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене социаллă пулăшу парасшăн, физкультурăпа тата спортпа туслаштарасшăн». Патăрьел районĕнчен кăçал «Пирĕн картиш команди» проект тăратнă. Унпа килĕшуллĕн Аслă Арапуç вăтам шкулĕ çумĕнче 1 миллион та 800 пин тенкĕлĕх хоккей курупки тума тĕв тунă. Çав шутран Тимченко фондĕнчен 1 миллион та 246 пин тенкĕ уйăрĕç.

Хыпар



07 июня 2019
08:42
Хроника,
2019 год
Поделиться