Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Акнă-лартнă культурăсем лайăх çитĕнччĕр, тухăçĕ кĕлет тулли пултăр тесен çум курăкран та, чир-чĕртен те хỹтĕлесе сапмалла. Районĕпе гербицид пĕрчĕллĕ культурăсен 10651 гектарне, им-çам 8844 гектарне пĕрĕхтернĕ.

"Исток" агрофирмăра 300 гектар йышăнакан сахăр кăшманĕн уйĕнче те çак ĕçсене пурнăçланă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хĕле валли выльăх апачĕ хатĕрлеме пуçланă. Ĕнерхи куна, июнĕн 3-мĕшĕ тĕлне, нумай çул ỹсекен курăксене 115 гектар çулнă. Ку ĕç малалла пырать.

Хуçалăхсенче çĕр улми йăранĕсене 862 гектар кăпкалатнă.



04 июня 2019
09:34
Поделиться