Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ыйтăвĕсем тĕрлĕрен, тĕллевĕ - пĕрре

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, организаци, предприяти, тĕрлĕрен харпăрлăх формиллĕ учреждени ертỹçисемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе ирттернĕ анлă ларура хускатнă ыйтусем тĕрлĕрен пулчĕç: сывлăх сыхлавĕнче "Чувашия Ç Мед" страхлакан компанин пĕлтерĕшĕ, витĕмĕ; çурхи призыв; шыв çинчи хăрушсăрлăха пăхăнасси; районта иртекен 68-мĕш Акатуй-Сабантуй.

Сывлăх - пуриншĕн те чи хаклă пуянлăх. Ăна упрасси, уншăн вăхăтра тăрăшасси, ăна сăнаса тăрасси, диспансеризаци тухасси - кашнийĕн тивĕçĕ пулмалла. Çав вăхăтрах ОМС полисне алла илнĕ кашни çын тỹлевсĕр пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илме тивĕçлĕ. Республикăри "Чувашия Ç Мед" страхлакан компанинчи обязательнăй медицина страхованин пай пуçлăхĕн çумĕ Г. Разумова тата страхланнă граждансен правине хỹтĕлекен пай пуçлăхĕ С. Кузнецов çынсен сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе компани мĕнле ĕçсем туса пыни пирки паллаштарчĕç.

Анлă ларура Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă çурхи призыв мĕнле пынипе, призыв комиссийĕн ĕçĕпе кĕскен паллаштарчĕ, çар комиссариатне килессинчен пăрăнса çỹрекен призывниксемпе вырăнсенче уйрăммăн ĕçлемеллине çивĕчлетрĕ. Ку тĕлĕшпе уйрăмах Шăнкăртам (6), Сăкăт (5), Пикшик (4), Ишлĕ (2) ял тăрăхĕсенче салтака каясран пăрăнса çỹрекенсем йышлă. Туçа тăрăхĕнчен вара виççĕн (районĕпе пĕрремĕш ушкăнпа 9ăн кайнă) салтака кайма та ĕлкĕрнĕ.

Умра - хаваслă, анчах яваплă çу кунĕсем. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пай начальникĕ Г. Каллин шыва кĕмелли сезонта йĕркене çирĕп пăхăнмалли, ятарлă вырăнсенче çеç шыва кĕме юрани пирки çирĕп асăрхаттарчĕ, юлашки виçĕ çулта çак сăлтавпа пулнă синкерле тĕслĕхсем пирки те асăнса хăварчĕ. Шел пулин те, кашни çулах ачасем, аслисем те (ытларах ỹсĕрле) шыва путса вилеççĕ.

68-мĕш Акатуй-Сабантуй программипе, çĕнĕлĕхсемпе район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем- пе ĕçлекен пай пуçлăхĕ А. Куданова паллаштарчĕ (унпа паянхи номерĕн 3-мĕш страницинче тĕплĕнрех паллашма пултаратăр).

- Районта ырă çĕнĕлĕхсем хутшăнсах пыраççĕ. Çакă, паллах, пирĕн пĕрлехи ĕç. Хальхи вăхăтра, акă,Тикеш ялĕ çумĕнче археологсем тĕпчев ĕçĕсем пуçланă. Федераллă пĕлтерĕшлĕ проектпа малалла ĕçлетпĕр,- терĕ Рудольф Селиванов анлă ларăва пĕтĕмлетнĕ май.

А. ЕГОРОВА

Авангард



04 июня 2019
09:30
Поделиться