Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тар тăкмасăр, вăй хумасăр тупăш кураймăн

Первомайскинчи А. Никитин И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕреннĕ чухне фермер ĕçне пуçăнасси пирки шухăшлама та пултарайман. Пурнăç вара йăлтах хăй пĕлнĕ пек йĕркелет. Пĕр вăхăт Александр Геннадьевич ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕнче те ĕçленĕ, ун хыççăн çак çăмăл мар лава кỹлĕннĕ.

- Фермер хуçалăхне йĕркелеме "Малалла" тата "Первомайск" хуçалăхсен ертỹçи М. Петров сĕнчĕ. Вăл каланине шута илсе ĕçе пикентĕм, - терĕ вăтам пỹ-силлĕ, ура çинче çирĕп тăракан арçын. Унпа калаçнă май вăл сăмаха вылятма юратманни те, каланине пурнăçлама тăрăшни те сисĕнчĕ.

Первомайски енче пурăнакансем яланах выльăх-чĕрлĕх нумай усранипе палăрса тăраççĕ. Сысна çăвăрлаттарса сутакансем те, лаша тытакансем те кунта халĕ те чылай. Никитинсем те ыттисенчен уйрăлса тăмаççĕ. Виççĕмĕш ачашăн паракан çĕр пайĕнче тунă витере 7 ĕне, 6 пушмак пăру тата пĕчĕк пăрусем усраççĕ. Чĕлхесĕр янаварсене ятарлă аппаратпа сăваççĕ, шыв пăрăхпа килет, анчах тислĕке вара алă вĕççĕн тăкма тивет. Ку йывăрлăх та хальлĕхе кăна-ха. Фермер ял хĕрринче, вăрман çывăхĕнче, тахçантанпах пушă тăнă лаптăкра иртнĕ çулхи кĕркунне 50 пуç ĕне-выльăх тăмалăх çĕнĕ вите тума пуçланă. Хуралтăн стенисем, тăрри пур, урайне бетонпа хытармалла тата шалти ĕçсене пурнăçламалла. Мал ĕмĕтлĕ фермер ăна кăçал хута яма палăртать. Йĕри-тавра карта тытнă. Сăмах май, карта çумĕпе йăмрасем кашласа лараççĕ.

- Витене хăпартма тăвансем нумай ĕçлесе пулăшрĕç. Тăван тăварпа пиçнĕ тесе ахальтен каламан çав. Çуркунне çитнĕренпе ĕнесемпе пăрусене кун каçма шăпах çакăнта илсе килетпĕр. Каçпа каялла илсе каятпăр, - терĕ фермер çĕнĕ объектпа паллаштарса çỹренĕ май.

Витери чылай ĕçе çемье унч-чен хăй вăйĕпех тунă, анчах йыш пысăкланнăçем Степан Лыскова пулăшма чĕннĕ. Халь вăл кил хуçишĕн сылтăм алă вырăнĕнчех. А. Никитинăн ăçта та пулин каймалли пулсан шăпах вăл ĕнесене апатлантарать, шăварать. Кăнтăрла та сăнакаласах тăрать. Арçын хăй вăхăтĕнче Первомайскинчи крахмал заводĕнче тăрăшнă, вăл хупăннă хыççăн ĕçсĕр тăрса юлнă. "Мана ĕнесемпе пăрусем патĕнче вăй хума килĕшет. Юратса пăхатăп вĕсене", - тет вăл.

Йышлă выльăха усрама апачĕ те нумай кирлĕ, çĕр лаптăкĕ те пĕчĕк пулмалла мар, техника тĕлĕшĕнчен те йывăрлăхсем сиксе тухмалла мар. А. Никитинăн 28 гектар çĕр пур, унта ытларах курăк çитĕнет. Çавăн пекех кăçал сĕлĕ - 10, сухан вăрлăхĕ 0,3 гектар акнă тата 1,5 гектар çĕр улми лартнă.

Авангард

Хĕл кунĕсене кĕтсе илме хуçалăхра çулленех тĕплĕ хатĕрленеççĕ. Ĕнесемпе пăрусем валли çулла утă, сенаж çителĕклĕ янтăлаççĕ. Вĕсем выльăхсен умĕсенчен паян та татăлман. Типĕ курăкран тунă пысăк çаврака тюксене картаран инçех мар купаланă. Хырăмлăха ĕçлеттерме картана улăм хунă. Çавăн пекех симĕс курăк та çулса параççĕ. Апат рационне пуянлатма тăвар, хывăх тата ыттине те хушаççĕ. Çитернине кура продукци илесси те начар мар. Хальхи вăхăтра пĕр ĕне вăтамран 20 килограма яхăн сĕт антарать. Никитинсем пăхман выльăх тупăш паманнине питĕ лайăх ăнланаççĕ.

Фермер хуçалăхне техника тĕлĕшĕнчен те чухăн тейеймĕн. А. Никитинăн МТЗ-82 тата Т-25 маркăллă тракторсем, утта преслакан, сухалакан, сỹрелекен, çĕр улми лартакан тата йăрансене хăпартакан агрегатсем, курăк пухакан кĕрепле, икĕ прицеп, КИР-1,5, культиватор паян тесен паян ĕçе тухма хатĕр тăраççĕ.

Ĕççи вăхăтĕнче фермера чылай çул трактористра вăй хуракан Володя тетĕшĕ нумай пулăшать. Вăл шăллĕне хирĕсене сухаласа парать, курăка пухса кĕртет тата ытти те. Владимир Геннадьевич та питĕ ĕçлĕхлĕ. Вăл сыснасем çăвăрлаттарать.

А. Никитин фермер малашлăха шанчăкпа пăхать. Çĕнĕ вите çурма пушă тăни килĕшỹсĕр-рине шута илсе йыша тата пысăклатма шухăшлать. Çавăн пекех техника паркне пуянлатас ĕмĕчĕ те пур. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама вăй-хăвачĕ те çителĕклĕ, тылĕ те çирĕп.

О. ПАВЛОВА.

Хаклав

Наталья ЕЛИСЕЕВА, Анат Чакăри фермер:

- Первомайски ял тăрăхĕнче тата тепĕр фермер хуçалăхĕ йĕркеленнĕшĕн эпир савăнатпăр. Александр Никитинăн тăрăшулăхĕ пысăк, çĕнĕ вите тума та вăй çитерчĕ. Малашне те вăл ăнăçлă ĕçлесе пырасса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе вăй хурасса шанса тăратпăр. Сăмах май, эпир хамăр та ĕне-выльăх йышлă усратпăр, патшалăх фермер ĕçне пуçăнакансене паракан гранта та тивĕçрĕмĕр. Халĕ проектпа килĕшỹллĕн палăртнă тĕллевсене пурнăçласа пыратпăр.



31 мая 2019
10:19
2019 год
Поделиться